Чăвашсен пĕрлĕхлĕ культура центрĕ
Чăвашсен пĕрлĕхлĕ культура центрĕ (выр. Чувашский национально-культурный центр (ЧОКЦ)) — 1989 çулта раштав уйăхĕнче йĕркеленĕ пĕрлĕх организацийĕ[1].
Центр ĕçĕ-пуçĕ: чăваш халăх культурине чĕрĕлтересси; культурăпа хакал вăйĕпе чăвашсене пĕрлешĕнтерессси; наци культурине аталантарма пулăшасси; çутĕç тата пурне те туслă пурăнма вĕрентесси[2].
Центр йышне Раççей Федерацинчи тата Эстонири 54 уйрăм кĕрет.
«Вучах» хаçат, «Пике» журнал, ача-пăчасем валли «Путене» журнал кăларать.
Чăваш культурине хăпартас енĕпе хавхалантарма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Пĕтĕм чăваш наци премине, Альберт Канаш ячĕллĕ çамрăксен премине, «Пюрнеске» литература премине, «Пике» журналăн «Эмине» премине параççĕ.
Чăвашсен пĕрлĕхлĕ культура центрĕн председателĕ — М.Н. Юхма.
Истори
тӳрлет Çавăн пекех пăхăр: Чăваш наци юхăмĕ.