Ценз
Ценз, — Авалхи Римра иртерекен перепись. Ку переписьре пурăнакан халăхăн пурлăхне кăтартнă. Ценза Сервий Туллий (пирĕн эрăчен VI ĕмĕр) патша шутласа кăларнă теççĕ. Вăл пĕтĕм халăха пурлăх енĕпе 5 пая пайлама пуçланă.
Ценза кашни 5 çул урлă иртернĕ. Вĕсене малтан патша иртернĕ, кайран — консулсем, пирĕн эрăчен 443 çултанпа — цензорсем, императорсен эпохинче вара императорсем.