Цезу́ра (лат. caesura «касни, касса илни»; ав.гр. τομή «касав, кас, касни»): ку сăмахăн икĕ пĕлтерĕш темелле:

  1. сăвă йĕркинчи ритм тĕлĕшĕнчи пауза, çапла вара çав йĕрке икĕ е темиçе пая пайланать; анчах та йĕркене графика (çыру) мелĕпе икĕ кĕçĕн йĕркене ятарласа пайлани цезура шутланмасть;
  2. карччын е ÿкерчĕк тĕрлĕ майсемпе (композици, тĕссен контрасчĕ, çутă-ĕмĕлке) икĕ е темиçе пая пайланни.

Калас пулать, ку статьяра ытларах пĕрремĕш пĕлтерĕш тĕлĕшпе çырма палăртнă. Мĕншĕн тесен кулленхи пурнăçра та çав пĕрремĕш пĕлтерĕш паллăрах темелле.

Вуламалли

тӳрлет
  • Літературознавчий словник-довідник за редакцією Р. Т. Гром'яка, Ю. І. Коваліва, В. І. Теремка. — К.: ВЦ «Академія», 2007

Çăлкуçсем

тӳрлет
  • Цезура // Літературознавча енциклопедія : у 2 т. / авт.-уклад. Ю. І. Ковалів. — Київ : ВЦ «Академія», 2007. — Т. 2 : М — Я. — С. 568.
  • Цезура // Енциклопедичний словник класичних мов / Л. Л. Звонська, Н. В. Корольова, О. В. Лазер-Паньків та ін.. — К. : ВПЦ «Київський університет», 2017. — С. 537. — 552 с.

Асăрхавсем

тӳрлет