Хӑюллӑ Карл (фр. Charles le Téméraire; 10 чӳк 1433, Дижон — 5 кӑрлач 1477, Нанси ҫывӑхӗнче) — Бургундин Валуа династийӗн юлашки герцогӗ, Ырӑ Филипп герцогӑн ывӑлӗ. Король пулма ӗмӗтленнӗ. Нанси ҫапӑҫӑвӗнчи унӑн вилӗмӗ Европа кун-ҫулне улӑштарнӑ. Вӑл Вӑтам ӗмӗрсен рыцарь тӗслӗхӗ тата «феодализмӑн юлашки вӑйӗ» пулнӑ, рыцарьсем Людовик XI король Францине пӗрлештерессине хирӗҫ пулнӑ. Карл вилнӗ хыҫҫӑн унӑн анлӑ ҫӗрӗсене Франци тата Габсбургcем (Бургунди Мариине качча илсе) пайланӑ. Енӗсенчен пӗри те пайлавпа килӗшмен, ку Франци королӗсем Габсбургсемпе тавлашнине, темиҫе ҫӗрҫуллӑха пынӑ, XVIII ӗмӗр варриччен тӑсӑлнӑ вӑрҫӑсем патне илсе ҫитернӗ.

Хӑюллӑ Карл
Ĕçлев тĕсĕ: Бургунди герцогӗ
Ӗлемӗ
Огюст Перенн. «Хӑюллӑ Карл виллине Нанси ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн тупни». 1865 ҫ.

Кун-ҫулӗ Тӳрлет

Дижон хулинче Бургунди герцогӗ Ырӑ Филипп тата Португали инфанти Изабелла кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Вуламалли Тӳрлет

  • Карл Смелый // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Хёйзинга Й. Осень Средневековья / Пер. Д. В. Сильвестрова. Под ред. С. С. Аверинцева. — М.: Наука, 1988. — 544 с.: ил. — (Памятники исторической мысли). — ISBN 5-02-008934-6.
  • Асейнов Р. М. При дворе герцогов Бургундских. История, политика, культура XV века. — М.: Университет Дмитрия Пожарского. Русский фонд содействия образованию и науке, 2019. — 432 с.: ил. — ISBN 978-5-91244-244-5.

Каҫӑсем Тӳрлет