Хура Эльмук
Хура Эльмук — чăваш сăвăçĕ, юрăçĕ. Хура Эльмук хальхи Тутарстана кĕрекен Кузнечиха районĕнче пурăннă пулас.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
тӳрлетМ.Т. Казанков (Тилли Михайли) фольклорист каланă тăрăх, вăл ялтан яла юрласа çӳрекен сакăрвунă çулалла çитнĕ хайлавçă пулнă. Унăн тăватă йĕркеллĕ тата виçĕ пысăк юрри упранса юлнă: "Вутлă тăвăл пек килчĕ Супетей", "Шапатан Тухатмăш", "Икĕ тăван". Вăл эпикăлла жанрпа çырса халăх историне, культурине чунтан-вартан юратакан питĕ пысăк талантлă çын пулнă. Унăн хайлавĕсене пĕрремĕш хут Валем Ахун пухса хатĕрленĕ "Палнай" кĕнекере пичетленĕ. Вĕсене вăл Анат Питтăпаль ялĕнче 1913 çулта çырса илнĕ. Чăвашсем нухай ханĕсенчен пысăк хур курса пурăнни те халăх асĕнче калама çук инкеклĕ йĕр хăварнă. Çав шухăшсене ĕнтĕ Эльмук хăйĕн сăввисенче çырса кăтартнă.
Сăввисем
тӳрлет- Çитмĕл те çичĕ хайлавăм пур,
- Тăхăрвунă тăхăр сăввăм пур,
- Чĕрем çумне хурса усрарăм,
- Суйла кăна суйла юрларăм.
Вуламаллисем
тӳрлет- Валем Ахун, "Палнай".
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.