ХуланьХэйлунцзян (КХР) провинцинчи ҫумпровинци шайӗнчи Харбин хулан ӑна пӑхӑнса тӑракан хула евӗрлӗ район. Ятне района Хуланьхэ юханшывӗ тӑрӑх панӑ, ку вырӑнта вӑл Сунгари шывне юхса кӗрет.

Истори

тӳрлет

Ку вырӑн Харбинӑн истори енчен чи пуян лаптӑк шутланать: Хулань хулине 1734 ҫулта никӗсленӗ, вӑл Хулань фудутунӑн резиденцийӗ пулнӑ.

Китай хресченӗсене колонизацилеме официаллӑ майпа ҫул уҫса панӑ хыҫҫӑн Хулань Тӗп Маньчжуринчи (Амурпа Сунгари шывӗсен тӑрӑхӗ) чи малтанхи районсенчен пӗри пулнӑ. Ҫакӑ 1860 ҫулта Хэйлунцзян цзянцзюнӗ (ҫар генерал-кӗпернаттӑрӗ) Тэбцин (кит. 特普欽, Тэпуцинь; ҫак вырӑна 1859–1867 ҫулсенче йышӑннӑ) сӗннипе пулса иртнӗ. Официаллӑ политикӑра (вӑл вӑхӑтчен китайсене Ива картинчен ҫурҫӗреллерех куҫма чарнӑ пулнӑ) ҫакнашкал йышӑну туни Маньчжурири халӑха ӳстерсе Раҫҫейӗн территори экспансине (вӑл нумай пулмасть кӑна Амурҫумпа Тинӗсҫума пӗрлештернӗ пулнӑ) чарса лартма май парӗ, вырӑнти хысна тупӑшӗ ӳсӗ те ҫапла май Ялав ҫарӗсен шалу парӑмне тӳлесе татма май пулӗ тесе шутланипе ҫыхӑннӑ.

1904 ҫулта Хулань управине (呼兰府) йӗркеленӗ, 1913 ҫулта Синьхай пӑлхавӑрӗ иртнӗ хыҫҫӑн управӑна пӗтернӗ, ун вырӑнне Хулань уесне (呼兰县) туса хунӑ.

1931 ҫулта Маньчжурие япун ҫарӗсем оккупациленӗ, 1932 ҫулта вара Маньчжоу-го марионетка йышши патшалӑх туса хунӑ. 1934 ҫулта Маньчжоу-гона 15 провинципе 1 уйрӑм хула ҫине пайланӑ, ҫапла май вара Хулань уесӗ Биньцзян провинци йышне кӗнӗ.

1945 ҫулта Маньчжурие Совет ҫарӗ ирӗке кӑларнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Китай республикин правительстви Ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫӗрӗнче ҫӗнӗлле административлӑ пайлану программине йышӑннӑ — Хулань уесӗ Сунцзян провинцине кӗме пуҫланӑ.

КХР йӗркеленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство та Ҫурҫӗр-тухӑҫри ҫӗрсене администраци тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлле пайлас ӗҫе пуҫӑннӑ, 1954 ҫулта Сунцзян провинцине пӗтернӗ, унӑн ҫӗрӗсем Хэйлунцзян провинцин йышне кӗнӗ.

1958 ҫулта Хулань уесне Харбин правительствине пӑхӑнса тӑмалла тунӑ. 1965 ҫулта ӑна хула юрисдикцинчен кӑларнӑ, анчах та 1983 ҫулта вӑл каллех хула влаҫӗсене пӑхӑнма пуҫланӑ.

2004 ҫулта уеса пӑрахӑҫланӑ, унӑн территоринче хула пӑхӑнӑвӗн районне йӗркеленӗ.

Администрациллĕ пайлану

тӳрлет

Хулань районĕ 8 урам комитетӗнчен, 8 посёлокран тата 3 вулӑсран тӑрать.

Литература

тӳрлет
  • Lee, Robert H. G. (1970), The Manchurian frontier in Chʼing history, Volume 43 of Harvard East Asian series, Center for East Asian Studies, Harvard University, ISBN 674-54775-6