Хуçăлу пăнчи
Хуçăлу пăнчи е кĕтесле пăнчă вăл — йĕрĕн сингулярлă пăнчи[1], унăн çакнашкал палăрăм пур: йĕрĕн çав пăнчăра чикĕленкен тураттисен ку пăнчăри сĕртĕневĕшĕсем тĕрлĕрен тата хăрах енлĕ[2][3]. Функци асăннă пăнчăра яка мар.
Тата çапла калама пулать: функцин хуçăлу пăнчи пур, енчен унăн графикĕн хуçăлăвĕ пур пулсан. Функцин хуçалăвĕ пур, енчен хайхи пăнчăра пĕр-пĕринчен уйрăлса тăракан сылтăм тата сулахай тăхăмсем пур пулсан, урăхла каласан, танмарлăх вăйра тăрать тата çавсенчен пĕри те пулин вĕçсĕр мар (сылтăм е сулахай чикĕ патнелле ăнтăлмасть).
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Угловая точка // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
- ^ А. Б. Иванов И. М. Виноградов. Излома точка // Математическая энциклопедия. — Советская энциклопедия. — М., 1977—1985. // Математическая энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия. И. М. Виноградов. 1977—1985.
- ^ А. В. Иванов И. М. Виноградов. Особая точка // Математическая энциклопедия. — Советская энциклопедия. — М., 1977—1985. // Математическая энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия. И. М. Виноградов. 1977—1985.