Хирĕçтăравçă
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хирĕçтăравçă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хирĕçтăравçă (тăшман, ырă мар вăй) — çар терминĕ, вăл хирĕç тăракан вăйсене палăртма кирлĕ[1].
Тăнăçлă вăхăтра хирĕçтăравçă тесе хăрушлăх кăларса тăратма е вăрçă пуçлама пултаракан вăйсене калаççĕ, «пулаясла хирĕçтăравçă» е «потенциаллă хиреçтăравçă» тенисем пур[1].
Çавăн пекех тĕп хирĕçтăравçă тата иккĕмĕшле хирĕçтăравçă пулать[1]. Тип çĕр çинчи, шыв çинчи, сывлăшри хирĕçтăравçăсем те теççĕ[1]. Хирĕç тăракан вăйсем комбатант тата комбатант маррисем çине пайланаççĕ[2]
Хирĕстăравçă текен термин Раççейре 19-мĕш ĕмерте çуралнă, унтан маларах ырă мар вăй тенĕ; халĕ вара малтанхи терминпа тĕнчипех усă кураççĕ темелле[2].