Хилонавалхи грек политика ĕçченĕ тата сăвăçĕ.

Хилон, Спартăран

Биографи

тӳрлет

Лакедемонра пурăннă; 55-мĕш олимпиадăра (556/п. эрч. 5) эфор пулса тăнă; эфората чылай вăйлатнă. Хăшпĕр тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, Спартăри пурнăç йăли-йĕркин чылай нормине, унчен Ликургăн тенĕскерне, вăлах çырнă.

Хилонăн икçĕр йĕркерен тăракан элеги сăввисем юлнă.

Ватăлсах вилнĕ. Яланлăхах уйрăлса каяс умĕн ывăлне олимпиадăри çĕнтерӳпе саламланă.

Каланисем

тӳрлет

Сăмахланма юратман. Лаэрт Диогенĕ унăн темиçе ăслă каланине палăртать: «Чĕлхене чарма пĕл, уйрăмах кĕрекере», «Вилнĕ çын пирки е лайăххине çеç, е чăннине çеç», «Туй туса ан мухтан», «Калаçнă чухне алăсемпе ан хăлаçлан, ухмаха тухнă ку тейĕç»…
Унăн чи чаплă каларăшĕ — «Хăвна хăв тишкер»

Лаконипе юнашар вырнаçнă Кифера утрав пирки пӳлĕхлĕ калани ăсхалçă вилнĕ хыççăн пурнăçланнă. Хилон утрав çинче пулса курсан : «Унăн пулса лармалла мар пулнă е пулса ларнă пулсанах пĕтмелле пулнă!». Хилон çапла калани тĕрĕсех пулнă: каярах, Пелопоннес вăрçи вăхăтĕнче, Никий çак утрава ярса илнĕ те унта Афинă гарнизонне хăварнă. Çакăнтан афинсем спартансене чылай çухату кӳнĕ.

Литература

тӳрлет