Нелл Харпер Ли (акăл. Harper Lee, 28 ака, 1926 - 19 нарăс, 2016) — американ çыравçи, «Йĕкĕлти кайăка вĕлересси» пĕр роман авторĕ — (акăл. To Kill a Mockingbird, 1960, Пулитцер парни, 1962 экран çине кăларнă).

Нелл Харпер Ли

Харпер Ли президент Джордж Буш-кĕçĕннинчен Президент Ирĕклĕх медальне илет, Шурă çурт, 5 чÿк, 2007
Çуралнă чухнехи ят: Nelle Harper Lee
Çуралнă вăхăт: 1926 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Монровилль, Алабама, АПШ
Вилнĕ вăхăт: 2016 çулхи Нарăс, 19 (89-ре)
Вилнĕ вырăн: Монровилль, Алабама, АПШ
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă
Тĕлĕ: Кăнтăр американ готики
Ĕçсен чĕлхи: акăлчан
Дебют: «Йĕкĕлти кайăка вĕлересси»
Алпусни: Алпусни

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

Нелл Харпер Ли 1926-мĕш çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Монровиль ятлă пĕчĕк хулара, Алабама штатĕн кăнтăр-хĕвеланăç енĕнче çуралнă. Вăл Амас Колман Ли тата Франсес Каннингем Финч Ли кил-йышĕнче чи кĕçĕн хĕрĕ (çемьере тăватă ача пулнă) пулнă. Унăн ашшĕ, иртнинче хаçат хуçи тата тÿрлетекенĕ пулнăскер, юрист пулса ĕçленĕ, 1926-1938-мĕш çулсенче патшалăх хĕсметĕнче тăнă. Ача чухне Ли питĕ чĕрĕ хĕрача пулнă, вулама та ирех вĕреннĕ. Вăл Труман Капотепе туслă пулнă. Вĕсем пĕр класра вĕреннĕ тата кÿршĕсем пулнă.

1931-мĕш çулхи ака уйăхĕнче пулса иртнĕ Скотсборо хулинчи (Алабама штачĕ), пулса иртнĕ судсем шурă хĕрарăмсене хура ÿтлĕ çамрăксем ирсĕр мăшкăл тунă пек ĕçсем пилĕк çулхи Харпер чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Тухтăрсен тĕрĕслевĕ нимĕнле мăшкăл пулманнине кăтартнă пулин те, шурă расăран тăракан суд вĕлермелле приговор йышăннă. Ултă çул хушши пынă апелляци хыççăн вĕсене ирĕке кăларнă. Çвк ĕçсем нумай çултан Харпер Ли «Йĕкĕлти кайăка вĕлересси» романĕнче тĕп вырăнне йышăнать.

Монровиль шкулĕнчен вĕренсе тухсан Ли Монтгомеринчи хĕрарăмсен Хантингдон колледжĕнче (1944-1945), унтан Алабама университетĕнче юриспруденцине вĕренет (1945-1949), хĕрарăмсен студентсен «Хи-Омега» акăл. Chi Omega ушкăнĕн пайташĕ пулса тăрать. Ку вăхăтра унăн темиçе студенсем çинчен çырнă калавсем пичетрен тухаççĕ, çулталăк патнелле юморлă Реммер-Джеммер журнал тÿрлетекенĕ пулса ĕçленĕ.

Университетне вăл пĕтермест, çу уйăхĕсене Оксфордра (Англи), ирттерет, каярах Нью-Йорка таврăнать, 1950-мĕш çулсенченех акăл. Eastern Air Linesa тата BOAC авиакомпанисенче ĕçлет, çыравçă пулас шухăша тытать. Вăл сăпайлă пурăнать, — Нью-Йоркра унăн хваттерĕ вĕри шывсăр пулнă, вăхăт-вăхăтран Алабама штатĕнчи ашшĕ-амăш килне пырса пурăннă, унта унăн чирлĕ ашшĕ пурăннă пулнă.

«Йĕкĕлти кайăка вĕлересси» тӳрлет

Темиçе калавсем çырсан, 1956-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче Харпер Ли çыравлăх агентне тупнă. Тусĕсем — Майкл Браунпа Джой Вильямс Браун çыравçăна пĕр çулталăкăн тÿлевлĕ кану туса парнеленĕ. Тусĕсем çапла çырнă: «Акă санăн мĕн çырас килнине çырма пĕр çул кану пур. Хаваслă Раштав уявĕ сунатпăр». Тепĕр çултан романăн малтанлăх çырни хатĕр пулнă та. Липпинкотпа, акăл. «Tay Hohoff» тÿрлетекенĕпе пĕрле ĕçлесе, 1959-мĕш çулхи çу уйăхĕсĕнче «Йĕкĕлти кайăка вĕлересси» Харпер Ли романа вĕçленĕ. Роман 1960-мĕш çулхи утă уйăхĕн 11- мĕшĕнче çутă курса бестселлер пулса тăнă, çав хушăрах 1961-мĕш çулăн çыравлăх хайлавĕ пулса Пулитцер парни илме тивĕçет. Ку кĕнеке паянхи кунччен АПШ-ра 30 миллион ытла тиражлă бестселлерсен ярăмĕнче тăрать. Вăл американ çыравлăх хайлавĕсен чаплă та аслă ярăмĕнче хисеплĕ вырăн йышăнать.

Çыравçă хăйĕн «Роман тата приключени» çыравĕпе 1983-мĕш çулта Алабаман кун-çул тата еткер Фестивальĕнче Эуфаулара пулать.

1999-мĕш çулта АПШ-ри Библиотека журналĕ ирттернĕ ыйту тăрăх «Çĕр çуллăхăн чи лайăх романĕ» ятне илнĕ.

Экран çине кăларни тӳрлет

Хăйĕн романне Хортон Фут экран çине кăларнă пирки (1962-мĕш çулта фильм Оскар парнине илнĕ), Ли çапла каланă: «Енчен те кашнин экран çине кăларнин пахалăхне çыравçăн шухăшне уçма пĕлнĕ шайпа виçме пулнă пулсан, мистер Фут лартнă ĕçе кăтартуллă тĕслĕх пек тĕпчемеллеччĕ». Харпер Ли Грегори Пекăн çывăх юлташĕ пулса тăнă; автор Грегори Пек роман паттăрĕн, Джинан ашшĕн — Аттикус Финч рольне вылянă. Ку рольшăн Грегори Пек Оскар парнине илме тивĕçнĕ. Халĕ те Ли актёрăн çемьин çывăх тусĕ пулса юлать. Пекăн мăнукне, Харпер Пек Волла, çыравçăна чысласа ят панă.

Президент Джонсон Ли Ÿнер Наци Канашне 1966-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче суйласа илнĕ, çак вăхăтран вăл тĕрлĕрен чыслă вырăнсем илет. Вăл Нью-Йоркра тата Монровильре пурăнать, питĕрĕнчĕк пурнăç йĕрки тытать, интервьюсем памасть, халăх хушшинче те сахал пулать, çырнă ĕçĕсене е вĕçлеместь, е пичете памасть.

2005-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче вăл Амрака пынă — кунта вăл 1960-мĕш çултан пĕрремĕш хут пулнă, вăл илемлĕ çыравлăхра юристсене сăнарланăшăн Спектор Гадон тата Розен Пурлăхăнчен ATTY парнине илнĕ.

Çав çулах Ли Грегори Пекăн тăлăх арăмĕ, Вероник пуçарăвне хапăлласа поездпа Монровильрен Лос-Анджелеса Халăх библиотекинчен çыравлăхри çитĕнӳсемшĕн парне илме каять. 2006-мĕш çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче ăна Ноттердам университете хисеплĕ степень панă. Ăна хисеплесе чыслав уявĕнче университетран вĕренсе тухакансен аллисенче «Йĕкĕлти кайăка вĕлересси» кĕнеке пулнă.

2007-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче Харпер Ли АПШ-н чи аслă гражданлă парнине, Президентăн Ирĕклĕх медальне илме тивĕçет.

2007-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Алабаман Хисеп Академине тăватă çĕнĕ пайташа илнĕ церемонинче Ли: «…чĕмсĕр пулни ухмах пулнинчен лайăхрах» тесе, сăмах калама килĕшмен.

Вуламалли тӳрлет

  • Roy Newquist (Hrsg.): Counterpoint. Rand McNally, Chicago 1964
  • William T. Going: Truman Capote. Harper Lee’s Fictional Portrait of the Artist as an Alabama Child. Alabama Review, 42 (1989), S. 136–149
  • Mark Childress: Looking for Harper Lee. In: Southern Living. Ausgabe Mai 1997, S. 148–150
  • Charles J. Shields: Mockingbird – A Portrait of Harper Lee. Holt, New York 2006. ISBN 0-8050-7919-X.
  • Alexandra Lavizzari: Glanz und Schatten. Truman Capote und Harper Lee – eine Freundschaft. Edition Ebersbach, Berlin 2009, ISBN 978-3-938740-90-3.

Каçăсем тӳрлет