Хам хулара хам патша
Хам хулара хам патша — ача-пăча вăййи. Çуллĕрех вырăна суйласа илеççĕ те, çавна «хула» теççĕ. Пĕри «хула хуçи» пулса çÿле хăпарса тăрать. Ыттисем вара ăна чышса антарма ăнтăлаççĕ. Кам чышса антарать, çавă хăй «хула хуçи» пулса тăрать: "Хам хулара хам патша!" — тет.
Вăйă малалла та çавăн пекех тăсăлать. Йăлăхтариччен.
Ку вăййа выляма уйрăмах хĕлле меллĕ. Мĕншĕн тесен хайхи «хулана» юртан купаласа тума пулать тата ÿксен те аманас-ыраттарс хуйхă пĕчĕкрех, юр çийĕ, тăпрапа танлаштарсан, çемçе пулнине кура.
Вулламалли
тӳрлет- Rules for Playing King of the Hill. Headquarters, Department of the Army. 1983.