Хаваслă ăслăх
«Хаваслă ăслăх» (ним. «Die fröhliche Wissenschaft») — Фридрих Ницше хайланă ĕç.
Хаваслă ăслăх | |
Die fröhliche Wissenschaft | |
Жанр: | Философи |
---|---|
Автор: | Фридрих Ницше |
Тăван чĕлхи: | нимĕç |
Хайланă çул | 1881-1882 |
Пичетленĕ: | 1882 |
Хайлани/ят пани
тӳрлетФилософ «Хаваслă ăслăха» çырма 1881 çулта çулла, Зильс-им-Энгадинре, трудами Спиноза ĕçĕсене тимлĕн вуланă хыççăн шухăшланă. Кĕнекине 1881—1882 çулсен хĕлĕнче Генуйăра хатĕрленĕ. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Ницше малтанхи текстне Петер Гаст композитора «Шурăмпуçĕн» малашнехи тесе ярса панă.
«Хаваслă ăслăх» ятне автор тӳрех суйлайман. Çак терминпа (gai saber) провансаль трубадурĕсем хăйсен поэзи ӳнерне палăртнă пулнă.
Çĕртмере Ницше кĕнекене пичетлеме хатĕрленĕ, çурлара ăна сутма та пуçланă. Иккĕмĕш кăларăмĕ 1887 çулта тухнă.
Структура тата проблематика
тӳрлетКĕнекере малтан 63 эпиграммран тăракан прелюди пур. Тĕп пайĕнче 383 татăк, вĕсене пиллĕк «кĕнекене» кĕртнĕ. «Хаваслă ăслăх» 14 сăвăпа («Фогельфрай принц юррисем») вĕçленет. Пиллĕккĕмĕш кенекипе сăвăсем иккĕмĕш кăларăменче кăна кун çути курнă.
Çак хайлавра Ницше усаллăх тупсăмĕ (пĕрремĕш кĕнеке), ӳнерпе çутçанталăк епле çыхăннине (иккĕмĕш кĕнеке), «Турă ĕмĕлки», ыйтусене çĕклет, тепĕр сăмахсемпе, логика саккунĕпе тĕнче йĕркеленсе пынине (виççĕмĕш кĕнеке) тат ур. Çакăнта ĕнтĕ «Турă вилнĕ» паллă афоризм çуралать.