Хĕрлĕхен
Хĕрлĕхен е хĕрлĕ шатра (лат. Morbilli) — вирус инфекциллĕ (контагилĕх индексĕ 100 % патнелле çывхарать), вĕри температурăллă (40,5 °C çити) çăвар ăшĕнчи сĕлеке çийĕпе пыр вĕрелсе кайни, конъюнктивит тата папулез патиллĕ тир çинчи пăнчăсем, пĕтĕмĕшле интоксикациллĕ вичкĕн амак.
Хĕрлĕхен | |
---|---|
Хĕрлĕхен вирусĕ, электронлă микроскоппа пăхсан | |
МКБ-10 | B05. |
МКБ-9 | 055 |
DiseasesDB | 7890 |
MedlinePlus | 001569 |
eMedicine | derm/259 |
Сăлтавсем
тӳрлетХĕрлĕ шатрана йĕкĕлтекенĕ — морбилливирус ăратĕнчи РНК-вирус, парамиксовирус çемьине кĕрет, сфера ĕлкиллĕ, диаметрĕ — 120—230 нм. Нуклеокапсидран — РНК спиралĕпе виççĕ белокран тата иккĕ тĕслĕ матрица белокĕсенчен пуçтарăннă тулаш çийĕнчен (çийлĕ глюкопротеинсем) — вĕсенчен пĕрри гемагглютинин, тепри «гантель евĕр» белокĕ — тытăнса тăрать.
Вирус тулаш хутлăхĕнче нумай пурнаймасть, çын организмĕн тулашĕнче тĕрлĕ хими тата çутçанталăк факторĕсене (пайăркаланă, вĕретнĕ, дезинфицленĕ хыççăн) пула пĕтеççĕ.
Хĕрлĕхен вирусĕн хавшакланнă штаммĕсене хĕрлĕ шатрана хирĕç вакцина тунă çĕрте усă кураççĕ.
Хĕрлĕхенĕн клиника сăнĕ
тӳрлетАхаль хĕрлĕхенĕн клиника паллисем
тӳрлетВĕрĕлӳсем
тӳрлетЛарингит, круп (стеноз гортани), трахеобронхит, отит, пĕрремĕш хĕрлĕ шатра пневмонийе, иккĕмĕш бактериллĕ пневмони, хĕрлĕхен энцефаличĕ, гепатит, лимфаденит, мезентериллĕ лимфаденит.
Сиплев
тӳрлетСимптома палăртсан, пневмони е бактериллĕ урăх амак аташса кайсан антибиотиксемпе, йывăр чухне кортикостероидсем пе сипленмелле. Рибавирин хăйĕн in vitro хевтелĕхне кăтартнă. Профилактикăра тата сиплевре А витамина пысăк дозăпа çимелле.
Иммунодефицитлă çыннăн хĕрлĕ шатри
тӳрлетСиплеме йывăр, ытларах вилĕме çитерет.
Çитĕннĕ çыннăн хĕрлĕхенĕ
тӳрлетУнчен шатрапа чирлемен тата шатрана хирĕçле вакцинăпа сыхланман çамрăк çынсен пулать. Йывăр иртет, тăтăшах шатра пневмонийĕпе тата бактерилле вĕрĕлӳпе муритлет.
Дифференциллĕ диагноз (ДД)
тӳрлетПрофилактика
тӳрлет1-6 çулсенчи ача-пăчана икĕ хутчен хĕрлĕхене хирĕç пĕтĕмĕшле вакцинацилени . Çак вакцинăна пĕрремĕш 1966 çулта туса кăларнă.
Лаборатори хыпарĕсем
тӳрлетЛимфопени, лейкопени, бактерилле вĕреленнĕ чухне — лейкоцитоз, нейтрофилез. Шатра энцефаличĕ чухне — çурăм шăмми мимин шĕвекĕнче лимфоцит йышĕ питĕ нумай. Шатра сапсан 1—2 кун иртсен уйрăмлă IgM ӳсет. Тепĕр 10 кунтан IgG пулать. Уйрăмлă шатрана хирĕçле кĕлеткесене палăртма гемагглютинаци реакципе усă кураççĕ. Чирĕн малтанхи вăхăтĕнче вируса иммунофлюоресценци меслечĕпе тĕрĕслесе тупаççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Справочник по инфекционным болезням у детей. Под редакцией профессора Л. А. Тришковой, доцента С. А. Богатырёвой. Киев
- Патологическая анатомия болезней плода и ребенка. А. А. Биркун, В. В. Власюк, П. С. Гуревич, Б. С. Гусман и др.; Под ред. Т. Е. Ивановской, Л. В. Леоновой. Москва Медицина.
- Справочник по дифференциальной диагностике инфекционных болезней. Под редакцией профессора А. Ф. Фролова, профессора Б. Л. Угрюмова, д-ра мед. наук Е. К. Тринус. Киев
- Harrison’s Principles of Internal Medicine 14th edition — Measles (Rubeola) — Anne Gershon.
- Pathologia A.U.TH. Medical School, Thessaloniki Greece. Edition — professor M. Papadimitriou
- Руководство для участкового педиатра. С. Ш. Шамсиев, Н. П. Шабалов, Л. В. Эрман
Каçăсем
тӳрлет- Вакцинирование против кори и особенности поствакцинального иммунитета (материалы ВОЗ) 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Здоровая тема.ru — Хĕрлĕхен пирки «Здоровая тема» медицина хыпар кĕнекин сайтĕнче
- http://www.nlm.nih.gov/medlineplus/measles.html
- http://www.kidshealth.org/parent/infections/lung/measles.html
- http://www.nlm.nih.gov/medlineplus/ency/article/001569.htm
- http://www.cdc.gov/ncidod/diseases/submenus/sub_measles.htm
- http://www.netdoctor.co.uk/diseases/facts/measles.htm 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Корь — диагностика, лечение, профилактика 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Centers for Disease Control and Prevention 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.