Хĕрарăм ыралĕ

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ырал (пĕлтерĕшĕсем) пăхăр.

Хĕрарăм ыралĕ (исп. Combate de mujeres) — Неапольте, 1636 çулта ăсталанă Хосе де Рибера ÿнер хайлавĕ. Мадрид хулинчи Прадо музейĕнче упранать.

Хосе де Рибера
Хĕрарăм ыралĕ, 1636
исп. Combate de mujeres
Пир, Çуллă сăрă.. 235 см×212 см см
Прадо, {{{вырнаçтарнă}}}

Ӳкерчĕк çинче Рибера алă пуснă тата хăçан тунине палăртнă. Риберăран, Джованни Ланфранкоран, Доменикиноран тата ытти ÿнерçĕсенчен ÿкерме ыйтнă вăтăртан ытла Рим кун-çулне халалланă ĕçсен шутне кĕрет.

Ӳкерчĕк Неаполь кун-çулĕнче асра юлнă 1552-мĕш çулти пулу-иртÿне, икĕ майра — Изабелла де Карацци тата Диамбра де Поттинелла — Фабио Дзересола ятлă арçын юратăвăшĕн Альфонсо д’Авалос маркиз умĕнче ыралта çапăçнине кăтартать.

Ӳкерчĕке усалпа ырă хушшинчи кĕрешÿне юптарса кăтартнă пек ăнлантарни те пур.

Вуламалли

тӳрлет
  • Karin Hellwig. Schilderkunst van de 17e eeuw in Italië, Spanje en Frankrijk / под ред. Rolf Toman. — Кёльн: De kunst van de Barok, Könemann, 1997. — 395 с.
  • Alfonso E. Pérez Sánchez, Nicola Spinosa. Jusepe de Ribera 1591-1652. — Metropolitan Museum of Art, 1992. — С. 110-12.