Хăна кĕнекивеб-сайтсенче усă куракан ятарлă программа (ытларах чух — скрипт). Ку хатĕр сайта кĕрекенсене тĕрлĕрен сĕнӳсем, асăрхаттарусем хăварма, хăйсен уйрăм шухăшне пĕлтерме майсем туса парать. Тĕпрен илсен, хăна кĕнеки чи ансат веб-канашлăва аса илтерет.

Хăна кĕнекин тĕп те чи сахал тĕллевĕ — сайта кĕрекене хăйĕн шухăшне хăварма май туса парасси. Хальхи хăна кĕнекисем сайта кĕрекене хăйĕн çырăвне тӳрлетме, тулли шырав ирттерме майсем параççĕ. Тăтăшах курăмлă текст редакторне те вырнаçтараççĕ.

Техника тĕлĕшĕнчен хăна кĕнеки сервер чĕлхипе (калăпăр, РНР) çырнă ятарлă программа шутланать. Çавăн пиркиех хăна кĕнекине вырнаçтарма шутланă хостингăн çав чĕлхене ăнланмалла. Енчен те хостинг вăл чĕлхеме ĕçлемест пулсан хостинги ятарлă хĕсметсен хăна кĕнекипе усă курма пулать.

Хăна кĕнеки хальхи вăхăтра чи анлă сарăлнă çыхăну мелĕсен шутне кĕрет.

Асăрхавсем

тӳрлет

Шаблон:Computer-mediated communication