'Хăмла пахчиXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Филипп Лукин композитор Петĕр Ялкир тата Николай Сандров сăввипе çырнă.

Хăмла пахчи
Юрă
Жанр элтешле юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Хăмла пахчи
Чăваш республикин гербĕ çинче хамла çулçисем те пур

Юррăн сăвви

тӳрлет

Хăмла пахчи

Хăмла пахчи укăлчара
Вăрман евĕр каш кашлать
Колхоз хĕрĕ юрла-юрла
Ăмăртса хăмла татать

Хушăм:
Пахчи, пахчи
Хăмла пахчи
Ытарма çук илемне
Чăваш хăмли —
Чи хăватли
Чапĕ кайрĕ инçене

Хамăр ĕçчен, ай пулнăран
Ăнса пулчĕç хăмласем
Хăна-тантăш, ай, пухăнсан
Шăранаççĕ юррисем

Хушăм:

Симĕс ылттăн, ай, теетпĕр
Эпĕр хамăр хăмлана
Ураран, ай, ан ÿксемĕр
Ĕçсен пирĕн сăрана

Хушăм:

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии

тӳрлет

Филипп Лукин композитор.

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет