Хăмăр шăл пĕчĕк каюрасен шутне кĕрет. 3-4грамм туртать. Курăк хушшинче, çулçăсем айĕнче 14 уйăх таран пурăнать. Йăвине çăвăрлама, çурасене çитĕнтерме кăна тăвать. 5-8 çура пулать унта. Вĕсем виçĕ эрнерех çитĕнсе çитеççĕ. Амăшĕ çурисене апат шырама вĕрентнĕ чухне вĕсем пĕрин хыççăн тепри хӳререн тытса амăшĕ хыçĕнчен çӳреççĕ. Чи кулăшли - хăшĕ те пулин малтин хӳрине çăварĕнчен кăларса ярсан питĕ хытă кăшкăрма тытăнни. Амăшĕ пырса тупса памасăр та çухăрма чарăнмасть çав çура. Пĕр уйăх тултарсан çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ.

Хăмăр шăл