Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хăмăркка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Хăмăркка (оригиналта, вырăс чĕлхинче Чебурашка) — Эдуард Успенский çыравçă 1966-мĕш çулта хăйĕн «Гена крокодил тата унăн тусĕсем» кĕнекин тата унăн тăсăмĕсен тĕп персонажĕсенчен пĕри пек шутласа тупнĕскер. 1969-мĕш çулта Роман Качанов «Гена крокодил» мультфильм ÿкернĕ те, персонаж, çав мультфильмри сăн-сăпатпа, питĕ паллă пулса тăнă.

Cheburashka drawing

Асăннă кĕнекесене те, мультфильма та чăвашла куçарман. Анчах та, чылай ют чĕлхесенче хайхи персонаж валли ятарлă сăмахсем шутласа кăларнине кура, ăна, тĕсне кура тата «Хураçка», «Шураçка» тенисен аналогийĕпе, Хăмăркка теме пулать. Ытти чĕлхесенчен илнĕ хăшпĕр вариантсем: акăл. Topple («Топл»), ним. Kullerchen («Куллерхен»)[1] тата Plumps («Плумпс»)[2], шв. Drutten («Друттен»), финн. Muksis («Муксис»).

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Kullerchen und seine Freunde, Лейпциг, 1974
  2. ^ Кĕнекен нимĕçле куçарăвĕ: Krokodil Gena und seine Freunde, Берлин, 1988

Литература

тӳрлет
  • Чебурашка // Сказочная энциклопедия / Составитель Наталия Будур. — М.: ОЛМА-ПРЕСС, 2005. — С. 550. — 608 с. — 5000 экз. — ISBN 5-224-04818-4.

Каçăсем

тӳрлет