Фуэ
Фуэ (яп. 笛 , тӳррĕн, «флейта, дудка, шăхлич») — япон флейтисен йышĕ. Фуэ çинçе янравлă, ăна бамбукран хатĕрлеççĕ[1]. Чи анлă сарăлнă фуэ — сякухати.
Мусăка шăратнă чухне фуэ шăтăкĕсене пӳрне минтерĕсемпе мар, фалангăсемпе хуплаççĕ.
Истори
тӳрлетКлассификаци
тӳрлетФуэ икĕ пысăк ушкăна — урлисем тата тăрăхлисем çине — пайлаççĕ[3]. Урлисенче тута валли шăтăксем айăккинче, тăрăхлисенче — вĕçĕнче вырнаçнă[4].
Синобуэ
тӳрлетХоттику
тӳрлетХоттику (яп. 法竹 , тӳррĕн «дхарма бамбукĕ») — бамбук тымарĕнчен хатĕрленĕ фуэ.
Хитирики
тӳрлетХитирики (яп. 篳篥?) — пысăках мар (20 см ытла мар) икĕ патаклă вĕрмелли бамбук инструменчĕ. Хитирики юрăлла çепĕç, анчах та кăштах нăрлатнă пек янăрать, çинçе (çӳлти) регистрĕнче — касăк тембрăллă. Тон диапазонĕ — пĕр октава.
Комабуэ
тӳрлетКомабуэ (яп. 高麗笛 , Корё флейти) — пӳрнесем валли ултă шăтăклă урлă флейта. Япон Килĕнчи гагаку тата комагаку мусăкĕнче усă кураççĕ.
Рютэки
тӳрлетРютэки (яп. 龍笛 рю:тэки , «дракон флейти») — япон бамбук урлă флейта, тăршшĕ 40 см яхăн, диаметрĕ — 1,3 см, çичĕ шăтăклăскер. Гагакура усă кураççĕ.
Нокан
тӳрлетНокан (яп. 能管 но:кан , тӳррĕн «но театрĕн » пăрăхчи) — япон урлă флейта, но тата кабуки театрĕсенче аккомпонементлеме усă кураççĕ.
Кагурабуэ
тӳрлетЧи вăрăм фуэ, 45,5 см тăршшĕ. Микагура жанрĕнче усă кураççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Taiko — Japanese Drumming." 2008 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ., Drumdojo Magazine, Ed. Paul Marshall, 2000, retrieved 6 July 2008
- ^ Malm, William P. Traditional Japanese Music and Musical Instruments. 1959. Rev. ed. Otowa: Kodansha International, 2000.
- ^ «Fue (Flute).» Japanese Traditional Music". 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ., 2002, Columbia Music Entertainment, retrieved 6 July 2008
- ^ «Fue (Flute)», Japanese Traditional Music 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ., 2002, Columbia Music Entertainment, retrieved 6 July 2008
Литература
тӳрлет- Berger D. P. The Nohkan: Its Construction and Music // Ethnomusicology. — University of Illinois Press, 1965. — Vol. 9. — № 3.