Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фуршет (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Фурше́т (фр. fourchette — сенĕк) — чĕннĕ çынсем пĕрле ура çинче тăрса, çимĕçсемпе ĕçмесене ирĕклĕ суйласа хăйсене хăйласа апатланни, ытларах сенĕкпе усă кураççĕ. Сĕтелсемпе пукансене лартмаççĕ.

Фуршет валли пуçтарнă сĕтел.

Хăçан йĕркелеççĕ:

  • хăна чылай чухне, тĕлпулма вырăн сахал пулсан.
  • хуçисемпе хăнасен вăхăт сахал пулсан.
  • тĕлпулу тĕллевĕ — тăраниччен çиесси мар, калаçасси.

Уйрăмлăхсем:

  • 18-20 хăна çине пĕр официант (эхер те фуршетре официантсем пулсан).
  • Миниатюрла çыртмалли нумаййи.
  • 1,5-2 сехет тăсăлать.
  • Фуршетре 4-5 хутчен хăналама юрать.
  • Банкетринчен чылай хăна.

Ĕçлĕ а-ля фуршет-коктейль вăхăчĕпе пĕр сехетлĕхе, ăна канашлусен е конгрессен тăхтавĕсенче тăваççĕ. Канмалли фуршет-коктейле иккĕ сехет тăсаççĕ, вăл вара, яланхилле, конференцисем вĕçленсен, хăш чухне — уçă сывлăшра, ирттереççĕ.

Чи ансат фуршет варианчĕ — канапе (пĕчĕк бутербродсем, 60-80 г), мăшăр çăмăл çырмалли, чей тата улмасем.

Хатĕрлесе ирттерни тӳрлет

 
(Фуршет) Le buffet (Форен)

Мебеле лартнă чухне çакна астумалла: сĕтелĕсем çӳллĕрех пулмалла (90-100 см). Хӳмепе сĕтел хушши — 1,5 м, утса çӳреме ирĕклĕ кирлĕ.

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет