Фролов Андрей Игнатьевич

Фролов Андрей Игнатьевич, — Вăтам Азире Совет влаçĕшĕн кĕрешекенĕ. 1892 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Парачкав арйонне кĕрекен Напольнăй ялĕнче çуралнă. 1918 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кизыл Арватра пуçне хунă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1917 çулхи ака уйăхĕнче коммунистсен партине кĕнĕ. 1914-1918 çулсенчи Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтенче хĕсмете лекнĕ. 1916 çултанпа Самаркандра салтаксем хушшинче революци шухăшĕсене сарнă. 1917 çулта большевиксен Самарканд ушкăнĕпе ертсе пынă. 1917 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа Самарканд канашĕн председателĕ.

1918 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ армеецсен ертӳçи вырăнне лартса Кизыл Арватри эсерсен пăлхавне пĕтерме янă. Çапăçура пуçне хунă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Акрамов С., Аминов X., А. И. Фролов, в сборнике: Революционеры, вожаки масс, Таш., 1967;
  • За Советский Туркестан Таш., 1963.