Фриске Маррен
Фриске Маррен (фриз. De Fryske Marren, гол. De Friese Meren) — Нидерландӑн ҫурҫӗр енчен вырнаҫнӑ Фрисланди провинцин общини. Ӑна 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче йӗркеленӗ, ун йышне малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан тата Боанстерхим общинӑн темиҫе пайӗ кӗнӗ, тӑваттӑшне те ҫав кунах пӑрахӑҫланӑ[8][9]. Общинӑра 51 590 ҫын (2017 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне) пурӑнать, пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 549,06 км² танлашать.
Этимологи
тӳрлетОбщинӑна йӗркелесси пирки калакан саккунта ун валли чи малтан Фризе Мерен (гол. De Friese Meren) ята палӑртнӑ пулнӑ[9]. Ку вӑл малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд тата Скарстерлан общинӑсем хатӗрленӗ концепципе килӗшӳллӗн общинӑна сӗннӗ ят пулнӑ. Нидерланд чӗлхипе ку ят «Фриз кӳллисем» тенине пӗлтернӗ[10], ҫапла май ятра ку районти кӳлӗсене палӑртса хӑварас тенӗ. Саккун тӑрӑх Нидерландри хуть те мӗнле община та хӑйӗн ятне пӗр ҫул иртнӗ хыҫҫӑн улӑштарма ыйтма пултарать; ҫапла май, 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, ҫулталӑк иртсен[11][12], вӑл муниципалитетӑн официаллӑ веб-сайтӑн ятне улӑштарма ыйтнипе пӗрлех Фризе Мерен ята та урӑххи ҫине улӑштарма пултарнӑ. 2015 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче общинӑн ятне Фриске Маррен (фриз. De Fryske Marren) ҫине официаллӑ майпа улӑштарнӑ.
Ял-хулисем
тӳрлетОбщинӑра 41 пурӑну вырӑнӗ пур, вӗсен шутне правлени резиденцийӗ вырнаҫнӑ Яуре те кӗрет. Ҫак хуласемпе ялсем пур: Акмарейп, Аудега, Аудемирдюм, Аудехаске, Аустер-Нейега, Аустерхауле, Бакхёйзен, Балк, Бантега, Борнзваг, Брук, Вегелинсорд, Вейкел, Гойнгарейп, Дейкен, Делфстрахёйзен, Дониага, Идскенхёйзен, Колдерволде, Лангвер, Легенмер, Леммер, Мирнс, Нейемирдюм, Нейехаске, Олдеауэр, Остерзе, Рейс, Рёйгахёйзен, Ротстергаст, Ротстерхауле, Роттюм, Рохел, Синт Николасга, Синтйоханнесга, Слотен, Сникзваг, Сондел, Схарстербруг, Теркапле, Теруле, Терхерне, Тьеркгаст, Фоллега, Харих, Хаскерхорне, Элахёйзен, Эстерга, Эхтен, Эхтенербруг тата Яуре.
Ӑнлантарусем
тӳрлет- ^ AlleFriezen
- ^ https://kiacommunity.nl/groups/135-archievenkaart-nederland/welcome
- ^ https://gemeentegeschiedenis.nl
- ^ Kerncijfers wijken en buurten 2021 — 2021.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49 тата 50 Woonplaatsen in Nederland 2021
- ^ register of public bodies
- ^ waar staat je gemeente.nl
- ^ Herindeling (нид.). Uitvoeringsorganisatie De Friese Meren. çăлкуçран архивланă 4 Авӑн уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 25 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
- ^ 1 тата 2 Wet van 19 juni 2013 tot wijziging van de gemeentelijke indeling in een deel van de provincie Fryslân [Act of 19 June 2013 to change the municipal division in a part of the province of Fryslân] (нид.) (2013-06-19). Тĕрĕсленĕ 26 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
- ^ Herindelingsadvies De Friese Meren : [нид.]. — 2011. — 27 april.
- ^ Gemeentewet [Municipalities Act] (нид.) (1992-02-14). Тĕрĕсленĕ 8 Ака уйӑхӗн 2013.
- ^ Wat wordt de nieuwe naam van de gemeente? (нид.). Uitvoeringsorganisatie De Friese Meren. çăлкуçран архивланă 30 Ҫурла уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 30 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
Каҫӑсем
тӳрлетКу статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Фриске Маррен статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |