Францин Аслă революцийĕ

(Францин Аслă революциĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Францин Аслă революциĕ, — Франци историйĕн 1789-1799 çулсем хушшинчи тапхăрĕ. Ку вăхăт тапхăрĕнче Франци пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, монархи вырăнне [республика] йĕркипе пурăнма тытăннă.

Бастилине тытса илни, 14 утӑ 1789

Франци револю́цийĕ (фр. Révolution française), хăш чухне «Аслă» теççĕ, Франци социаллă тата политика системин XVIII ĕмĕрте пулса иртнĕ пысăк трансформацийĕ шутланать, ун чухне Кивĕ йĕркене пăрахăçланă. Бастилие 1789 султа ярса илнипе тапранать, вĕçĕмне тĕрлĕ историксем 1794 çулхит 9 термидор пăтăрмахĕ[1], 1799 çулхи 18 брюмер пăтăрмахĕ[2], е Наполеон 1804 çулта патша кăшăлне тăхăннине палăртаççĕ. Çак тапхăрта Франци абсолютлă монархинчен пĕрремĕш хут сăмахпа ирĕклĕ те тан граждансен республики пулса тăрать. Франци революци пулăмĕсем Францине хăйне те, кӳршисене те улăштарнă, нумай историксем çак революцие Европа кун-çулĕн чи паллă ĕç-пуçĕ вырăнне хураççĕ.[3]

Никĕсĕсем

тӳрлет
 
Максимилиан Робеспьер

XVIII ĕмĕрте Францин пĕтĕм влаçĕ патша аллинче пулнă. Йĕркене тытса тăма яланхи çар пулăшнă, патшалăхри ĕçсене пĕр вырăнти бюрократи мелĕпе ертсе пынă. Пĕтĕм влаç патша аллинче пулнă пулин те патшалăхăн тĕн çыннисемпе кнеçсен шухăшне те шута илмелле пулнă. Çак икĕ сослови патшалăх ĕçне ан хутшăнччăр тесе патша вĕсене пулăшса пынă.

Ӗçлекен буржуази нумай вăхăт хушши пĕтĕм влаç патша аллинче пулнипе килĕшсе пурăннă. Патша вĕсене те пулашса пынă — наци пурлăхĕшĕн ĕçлекенсене пулăшнă, чĕр тавар тата суту-илӳ тăвакансене аталанмалли май туса панă. Анчах та буржуазипе кнеçсен ушкăнĕн шухăшĕсене пĕр пек тытса пыма йывăр пулнă — икĕ сослови те патшана хăйсене майлă ытларах ĕçлеттересшĕн пулнă.

Тепĕр енчен вара патшалăх хура халăх пирки пĕрре те шухашламанни пысăк сăлтав теме пулать. Патшалăх та, буржуази те, кнеçсем те хура халăха ним вырăнне те хуман.

1789-1799 çулсенчи пулăмсем

тӳрлет

Умĕн лару-тăрăвĕ

тӳрлет

Революци тапранчĕ

тӳрлет

Наци конвенчĕ

тӳрлет
Тĕп статья: Наци конвенчĕ
  • Пĕр вăхăтрах, Парисра, авăн, 21 1792 ç., наци конвенчĕн ларăвĕсем уçăлнă; Дюмурье Вальми çумĕнче (авăн, 20) пруссаксен тапăнăвне тĕксе ярать. Францисем тапăнăва тухаççĕ те çĕрсене туртса илме тытăнаççĕ (Бельги, Рейнăн сулахай çыранне тата Савоййăпа Ниццăна — 1792 çулĕн вĕçĕнче). Наци конвенчĕ виçĕ фракцине вакланать: сулахай якобинсем-монтаньярсем, сылтăм жирондистсем тата аморф варрисем. Монархистсем вĕсен хушшинче çук ĕнтĕ. Жирондистсем якобинсемпе революци террорĕн калăпăшĕ пирки çеç тавлашнă .
  • Конвент йышăнăвĕпе Людовик Капет (Людовик XVI) гражданина тăван çĕршыва сутнăшăн тата влаçа хăй аллине туртса илнĕшĕн айăпласа вĕлернĕ кăрлач, 21 1793 ç.
  • Ванди пăлхавĕ. Революцие çалма Этем пĕрлĕхне çăлакан комитет туса хураççĕ.
  • Çĕртме, 10 наци гвардийĕ жирондистсене ареслет: якобинсен диктатурине никĕсе хураççĕ.
  • Утă, 17 Шарлотта Корде жирондист кинжалпа Ж.П. Марата чиксе вĕлерет. Террор пуçланать.
 
Санкӳлот (Louis-Léopold Boilly)

Термидор (1794)

тӳрлет

Термидор пăтăрмахĕ Максимилиан Робеспьерпа унӑн майлисене тытса чарса вӗлерме май панӑ. Термидор реакцийӗ пуҫланнӑ.

Директори (1795—1799)

тӳрлет

9-мĕш термидор хыççăн революци пăчланмасть. Якобинсен клубне хупаççĕ, конвента чĕррĕн сыхланса юлнă жирондистсем таврăнаççĕ. 1795 çулта террор майлисем икĕ хутчен те конвента хирĕç Париж халăхне «çăкăр тата 1793 çулхи конституци» ыйтăвĕпе çĕкленĕ (жерминалĕн 12-мĕшĕнче тата прериалĕн 1-мĕшĕнче), анчах конвент икĕ пăлхавне те вăйпа пусарать, темиçе «юлашки монтаньяра» айăпласа вĕлерме хушать. Çав çулхи çуллах конвент çĕнĕ конституци (III çулхи конституцие) хатĕрлет. Саккун тăвакан влаçăн пĕрре мар, икĕ палатăран — пиллĕкçĕрсен канашĕ тата старейшинăсен канашĕ — тытăнса тăрать, çаплах суйлав цензĕ йĕркине йышăннă. Ӗçтăвакан влаçе директори — пиллĕк директор — аллине панă, вăл министрсене тата правительствăн провинцири агенчĕсене ĕç парса тăнă. Ӗçтăвакан канашсенче суйлавра республикăна хирĕçлисем нумай вырăн çĕнтерсе илесрен хăранипе, конвент «пиллĕкçĕсемпе» «старейшинăсен» иккĕ виççĕмĕш пайне пĕрремĕш хут конвент пайташĕсенчен илмелле тесе çирĕплетнĕ.

Çак виçеллĕ хушăва пĕлтерсен, Конвент «халăхăн суверенитетне» пăснă тесе роялистсем Парисра пăлхав тапратаççĕ. Ку пăтăрмах вандемьерăн 13-мĕшĕнче (юпа, 5 1795 ç.) сиксе тухать; конвента Бонапарт çăлать, вăл инсургентсене картечьпе ăшалама тапач парать. 1795 çулăн вĕçĕнче конвент пиллĕкçĕрсемпе старейшинăсен канашне тата директорие влаç парать.

Кĕске хушăра Карно темиçе çар йĕркелет, унта этем пур пĕрлĕхĕн пĕтем класĕсен чи хастар, чи ĕçчен çыннисем çырăнаççĕ. Çар ретне тăван çĕшыва хӳтĕлесшĕннисем те, республика йĕркеленӳлĕхĕсене тата демократи йĕркисене пĕтĕм Европăра сарас тĕллевлисем те, Францие вăрçă чапĕпе тупăш кӳресшĕн çынсем те,çар хĕсметĕнче мала тухасшăн çынсем те тăнă.Çенĕ демократиллĕ çарта çар хисепне хăпартма кирек епле хевтеллĕ çын та пултарнă; çавăнпа ĕнтĕ сахал мар паллă çарпуçĕ ахаль салтакран ӳснĕ.

Майĕпен революци çарĕпе территорие туртса илме усă кураççĕ. Директори вăрçăпа этем пĕрлĕхне пурнăçри кăлтăксенчен аяккалла туртнă, çаплах укçа-пурлăх тупăшланă. Директори укçа-тенĕ пурлăхне пухас тесе çĕнтерсе илнĕ çĕршыври халăхсем çине контрибуци йывăрлăхне хурать. Директори Италири çарĕнче çамрăк генерала Бонапарта лартать, вăл вара 1796—97 çç. Сардинирен Савойăна туртса илет, Ломбардине йышăнать, Пармăран, Моденăран, Пап облаçĕнчен, Венецирен тата Генуйăран контрибуци пуçтарать папăн хăш çĕрĕсене Ломбарди (Цизальпи республики) çумне çыпăçтарать. Австри лăпкăлăха ыйтать. Çакăн чухнелле аристократи Генуйĕнче демократи революци пулса иртет, вăл Лигури республикипе пулса тăрать. Австрипе ĕçе вĕçлесен, Бонапарт директорие Египетре Англи тапăнма сĕнет, унта Наполеон ертсе пынă çар экспедицине яраççĕ. Çапла вара, революци вăрçисен вĕçнелле Франци Бельгие, Рейнăн сулахай çыранне, Савойăна тата Италин хăш пайне ярса илет тата йĕри-тавра темиçе «тăванлă республикăпа» хупарланса тăрать.

Çавăн чухне ăна хирĕç Австрирен, Раççейрен, Сардинирен, Турцирен тăракан çĕнĕ коалици çуралать. Император Павăл I Италие Суворова ярать, вăл унта французсене çĕнтерсе пырса 1799 çулхи кĕр патнелле пĕтĕм Италие тăшманран тасатать. Патшалăхри ĕçсем ăнса пыманни çумне 1799 çулхи тулаш кăлтăксем хушăнаççĕ, çакăн хыççăн директорие Египета республикăн чи хевтеллĕ çарпуçа янăшăн ӳпкелеме тытăнаççĕ. Европăри лару-тăрăва пĕлсен, Бонапарт Францие васкаса каять. Брюмерăн 18-мĕшĕнче (чӳк, 9) пăтăрмах сиксе тухать, 3 консулран — Бонапарт, Роже-Дюко, Сийес — вăхăтлă ертӳçлĕх йĕркелеççĕ. Çак патшалăх пăтăрмахне «брюмерăн 18-мĕшĕнчи» теççĕ тата ахаллĕн вăл франци революцийĕн пĕтнĕ кунĕ шутланать.

Вуламалли

тӳрлет
  • A. Brette, «Recueil de documents relatifs à la convocation des états généraux de 1789»;
  • Шампьон Эдм., «Франция накануне революции по наказам 1789 года»;
  • H. Любимов, «Крушение монархии во Франции» (требования cahiers, касающиеся народного просвещения);
  • А. Ону, «Наказы третьего сословия во Франции в 1789 г.» («Журнал Мин. Народного Просвещения», 1898—1902);
  • его же, «La comparution des paroisses en 1789»;
  • Richard, «La bibliographie des cahiers de doléances de 1789»;
  • В. Хорошун, «Дворянские наказы во Франции в 1789 г.».
  • Манфред А. Великая французская революция М., 1983.
  • Матьез А. Французская революция. Ростов-на-Дону, 1995.
  • Олар А. Политическая история Французской революции. М., 1938.
  • Ревуненков В. Г. Очерки по истории Великой французской революции. 2-е изд. Л., 1989.
  • Ревуненков В. Г. Парижские санкюлоты эпохи Великой Французской революции. Л., 1971.
  • Собуль А. Из истории Великой буржуазной революции 1789—1794 гг. и революции 1848 г. во Франции. М., 1960.
  • Токвиль А. де. Старый порядок и революция Пер.с фр. М.Федоровой. М.:Моск.философский фонд,1997
  • Фюре Ф. Постижение Французской революции., СПб., 1998.
  • популярные книги Карно, Рамбо, Шампиона («Esprit de la révolution fr.», 1887) и др.;

Революци пĕрлĕ историсем

Периодические издания, Франци революцийĕ çинчен ятарлă çыракансем:

  • «Revue de la révolution», под ред. Ch. d’Héricault et G. Bord (издавалась в 1883—87 гг.);
  • «La Révolution franç aise» (с 1881 г., а под ред. Олара с 1887 г.).

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет