Ге́нри Форд (акăл. Henry Ford; Шаблон:Çуралнă — Шаблон:Вилнĕ) — американ промышленникĕ, тĕнчипе вырнаçнă автомобиль тăвакан заводсен хуçи, ăслайçă, АПШ-н 161 патент авторĕ. Вăл автомобиль тăвас тапхăрĕн пуçламăшĕнче чи йӳнĕ автомобильсене кăларнă. Ford Motor Company паянхи кунччен те ĕçлет.

Генри Форд
Генри Форд
Генри Форд — 1914 çул

Генри Форд чи малтан автомобильсене промăçлăх майĕпе конвейерта тума тытăннипе паллă. Конвейерсем ытти çĕрте маларах та усă курнă, сăмахран XIX ĕмĕрте Чикаго хулинчи выльăх пуснă вырăнта. Форд вара техника енчен кăткăс автомобильсене конвейерта пухма пуçланă.

Фордăн "Ман пурнăç, ман çитĕнӳсем" кĕнеки ăслăхлă ĕç йĕркелесси çинчен çырнă классика хайлавĕ пулса тăрать. Ку кĕнекене 1924 СССРта пичетленĕ.

Детройтри заводри автомобиль пухакан конвейер, 1923 çул

Кил-йышĕ

тӳрлет
 
Генри Форд США почта марки çинче1968-мĕш çул

Ашшĕ-амăшĕ

  • Ашшĕ — Уильям Форд (1826—1905)
  • Амăшĕ — Мари Литогот (O’Hern) Ford (~1839—1876)

Шăллĕсем

  • Джон Форд (~1865—1927)
  • Вильям Форд (1871—1917)
  • Роберт Форд (1873—1934)

Йăмăкĕсем

  • Маргарет Форд (1867—1868)
  • Джейн Форд (~1868—1945)

Арăмĕпе ачисем

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет