Фиала
Фиала, фиал (ав.гр. ἡ φιάλη) — Авалхи Грецири чӳк валли усӑ курнӑ лапчӑк авӑрсӑр е питӗ кӗске авӑрлӑ чашӑк.
Фиаласене парне вырӑнне те хунӑ, ҫакна чылай авалхи савӑт-сапа ҫинчи ӳкерчӗксенче курма пулать. Ҫак йӗрке ытти халӑхсен культуринче те пулнӑ — вӗсене авалхи рим ҫыннисем патера тенӗ, тӗн йеркисенче усӑ курнӑ.