Фермион
Фермио́н, е Ферми-пĕрчĕ, — Планк константин мелĕсемпе (выçев пĕрчисемпе) палăртнă спинĕ çурматулли хисеппе (n + 1/2, кунта n — тулли хисеп) танлашкан пĕрчĕ е квазипĕрчĕ[1].
Пĕрчĕсем, çак енчен пăхсан, икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: фермионсем (спин — çурматулли хисеп) тата бозонсем (спин — тулли хисеп).
Фермионсен тĕслĕхĕсем:
- кварксем
- лептонсем
- шăтăксем[2]
- Мăшăрла мар шутлă фермионсенчен тата хуть те миçе бозонран тăракан квант механикилле тытăмсем (мĕншĕн тесен кунашкал системăн спинĕ яланах çурматулли хисеппе тан).
Фермион тенине итальян физикĕ Энрико Ферми ячĕпе панă[3].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Фундаментальные частицы и взаимодействия
- ^ За пределами теории Эйнштейна — суперсимметрия и супергравитация
- ^ Фермион 2019 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Физика энциклопедийĕ, т. 5. — М.: Большая Российская Энциклопедия; статья «Фермионы» (вырăсла) стр. 284.
Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |