Ферия дель Соль
Ферия дель Соль (исп. Feria del Sol — хĕвел уявĕ) — кашни çул нарăс уйăхĕнче Мерида венесуэл хулинче иртекен тĕнчери культура фестивалĕ. Фестивалĕн программине вăкăрсен кĕрешĕвĕ, куравсем, концертсем, парадсем, спорт ăмăртăвĕсем тата Хĕвел Патша-хĕрарăмне суйлани (Reina del Sol) кĕрет.[1]
История
тӳрлетФестивале ирттерес ĕмĕт вăкăрсен тĕкĕшĕвне валли лапам (Плаза де Торос) тăвассинчен çуралать. Çакăн пек кĕрешӳсене урăх венесуэл хулисенче кăмăлланă.
1968 çулта Ферия дель Соль фестивальне ирттермен, çапах та çав çулах акан 13-мĕшĕнче, Аслă шăматкун, вăкăр тĕкĕшĕвне ирттернĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Krzysztof Dydyński, Charlotte Beech, Venezuela, Lonely Planet, 2004, ISBN 1-74104-197-X
Каçăсем
тӳрлет- (исп.) Ферия дель Соль вырăнĕн официаллă сайчĕ 2010 ҫулхи Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.