Факторион
Факторион — хăйĕн цифрисен факториалĕн сумлăхĕпе тан пурлăхлă хисеп.
Факторионсен пĕтĕм шучĕсем
тӳрлетÇӳлти чарак виçи
тӳрлетФакторионсен çӳлти чиккине палăртсан, çакăн пек хисепсен шучĕ 4 тан пулни курăнать.
Кирек епле n-паллăллă хисепĕ пĕчĕк мар. Анчах çак чухне унăн цифрисен факториалĕсен сумлăхĕ , ăçта пысăк мар. Пĕрремĕш хисепĕ иккĕмешĕнче хăвăртрах ӳснипе (пĕрремĕш n экспоненциллĕ пăхăнать, иккĕмĕшĕ — йĕрĕллĕ), вара . Çапла ĕнтĕ пур факторионсем те 7 цифрăран чылай мар тытăмран тăраççĕ. Тĕрĕсрех татса хурсан — вĕсем -рен кĕçĕн.
Çакăн евĕр шутласа калаçнисем пĕтĕмĕшлĕ факторионсен чылайăшне кăтартаççĕ (аяларах пăхса илĕр).
Пĕтĕмлетӳсем
тӳрлетПиковерăн пĕтĕмлетĕвĕсем
тӳрлетÇак икĕ палăрту мăн хисепсене çуратаççĕ. Вуннăллă шутлав йĕркинчи пĕрремĕш несĕлри факторионсем пĕтсе кайнисем (вырожденные) - 1 тата 2 (урăхла йĕркесенчи кăтартуллă тĕслĕхĕсем: [1] 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.) пулаççĕ, иккĕмĕш несĕлри темиçе факторион çеç тупăннă (хулăмлă çырнă цифрăсен ушкăнĕсем):
- 2 432 902 008 177 819 519
- 51 090 942 171 710 544 079 и 51 090 942 171 710 982 398
- 403 291 461 126 605 635 584 809 043 и 403 291 461 126 605 635 584 814 796
Икĕ несĕлĕшĕн те факторионсен шучĕ вĕçĕмли паллă мар.
Факторионсен таблици шутлав йĕркисенче, 16-лли таран:
Тĕпĕ | Цифрăсен чи пысăк шучĕ | Факторионсем |
---|---|---|
2 | 2 | 1, 10 |
3 | 2 | 1, 2 |
4 | 3 | 1, 2, 13 |
5 | 3 | 1, 2, 144 |
6 | 4 | 1, 2, 41, 42 |
7 | 5 | 1, 2 |
8 | 5 | 1, 2 |
9 | 6 | 1, 2, 62558 |
10 | 7 | 1, 2, 145, 40585 |
11 | 8 | 1, 2, 24, 44, 28453 |
12 | 8 | 1, 2 |
13 | 9 | 1, 2, 83790C5B |
14 | 10 | 1, 2, 8B0DD409C |
15 | 11 | 1, 2, 661, 662 |
16 | 11 | 1, 2, 260F3B66BF9 |
k-факторионсем
тӳрлетk-факторион — хăйсен цифрисен факториалĕсен сумлăхне k çине хутланă хисепĕ. Çавăн чухне яланхисем — 1-факторионсем. k-факторионсен пĕтĕм шучĕсем:
- k=2: 817926
- k=3: 138267, 1103790
- k=4: 12, 32, 104, 23076
- k=5: 10
Пиковерăн пĕтĕмлетĕвĕ
тӳрлетХăйĕн «Keys to Infinity» кĕнекинче Клиффăрт Пиковĕр (Clifford A. Pickover) (1995) çак пĕтĕмлетӳсене сĕннĕ:
- Пĕрремĕш ăратри факторион - равен произведению факториалов своих цифр.
- Иккĕмĕш ăратри факторион - факториалсене хушнă чух вĕсене цифрăсем çине анчах мар, цифра айĕсене пайлама пулать.
Вуламалли
тӳрлет- Gardner, M. «Factorial Oddities.» Ch. 4 in Mathematical Magic Show: More Puzzles, Games, Diversions, Illusions and Other Mathematical Sleight-of-Mind from Scientific American. New York: Vintage, pp. 61 and 64, 1978.
- Madachy, J. S. Madachy’s Mathematical Recreations. New York: Dover, p. 167, 1979.
- Pickover, C. A. «The Loneliness of the Factorions.» Ch. 22 in Keys to Infinity. New York: W. H. Freeman, pp. 169—171 and 319—320, 1995.
Каçăсем
тӳрлет- Факторионсем çинчен, wolfram.com
- Темиçе пĕтĕмлетӳсемпе шучĕсем 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.