Уржу́м (çарм. Вӳрзым) — (1796 çултанпа хула) Раççей хули, Киров облаçĕн Уржум районĕн административлă тĕпĕ, облаçĕн кăнтăр-тухăç çĕрĕнче вырнаçнă.

Халăх йышĕ — 11,5 пин çын (2005).

Хула Уржумкăн сулахай çыранĕнче, Нухрат Атăла юхса кĕриччен 10 çухрăмра вырнаçнă.

Хулан кун-çулĕ тӳрлет

Пĕрремĕш хут Уржум çинчен асăнни XVI ĕмĕрĕн варринелле пулать, ун чух Уржум мари йăхĕн хули шутланнă. Çармăссен, тутар феодалĕсен пăлхавĕсене путармашкăн Атăл, Чулман Атăл, Нухрат шыв-çĕрĕсенче вырăс хӳтлĕх хулисене туса лартнă. Çакăн пек Уржум в 1584 çулта карман-хула пулса тăрать. XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Уржум Вятка вырăн çĕрĕсенчи 11 уес хулисенчен пĕри шутланать. 1781 çулта Уржум гербне йышăннă.

Уржум уесĕнче Буй тимĕр шăратакан завод, Шурма пăхар шăратакан завод, пилĕк эрех завочĕ (кĕпернере 14 ĕçленĕ) пулнă. 1883 çулта пĕрремĕш халăх вулавăшĕ, каярах — реальнăй училище — уçăлать.

Паллă вырăнĕсем тӳрлет

Хулара, районра этеплĕхĕн, историн, археологин 70 палăкĕ вырнаçнă, чи палли -Таса Троица Соборĕн ансамблĕ.

Паллă ентешсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.