Урарту
Урарту (Арарат, Биайнили, Ван патшалăхĕ) — кăнтăр-анăç Азири авалхи патшалăх, Эрмен сăртлăхĕнче (хальхи Армени, тухăç Турци тата çурçĕр-анăç Иран территорийĕ) вырнаçнă.
Йăхсен пĕрлешĕвĕ Урарту пирĕн эрăччен XIII — VI ĕмĕрсенче патшалăх шайĕнче пулнине истори хучĕсем çирĕплетеççĕ. В первой четверти Пирĕн эрăччен 1 пинçуллăхра Урарту Малти Азири патшалăхсем хушшинче чи мăнаçлă тăнă. [1]. Урарту патшалăхĕ Армени çине пысăк сĕм янă, «кăнарне» туянтарнă, çаплах Кавказ лешьен çĕршывĕсем çине те.
Урарту тĕпчев историйĕПравить
УçниПравить
Хальхи ăслăлăх Урарту йĕрне XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче уçнă. Тĕпчевçĕсем вăтам ĕмĕрсенчи эрмен историкĕ Моисей Хоренский çырăвĕсенче çакна асăрханă: вăл ассири арăм-патши Шамирам (Семирамида) Ван кӳллин çыранĕнче хула тунине палăртнă пулнă.[2]. 1827 çулта Франци ази пĕрлĕхĕ Ван районне пĕрремĕш тĕпчевçĕне — çамрăк ăслăхçăна Шульца ĕçе яраççĕ. 1829 çулта ăна куртсем вĕлереççĕ, çапах та ĕç материалĕсем 1840 çул тĕлне Францие лекеççĕ те çутта тухаççĕ[3].
Çырулăхне тĕпчениПравить
Археологсем Саргон II патшан керменне тупсан, унта чылай савӑл ҫыруллӑ тӑм хӑмасем тупнӑ.
Археологи тĕпчевĕсемПравить
Географипе топонимикаПравить
Урарту тавралăхĕПравить
Çутçанталăк никĕсĕсемПравить
Урарту çĕрĕнчи урăх вырăнĕсен ячĕсемПравить
Хальхи ячĕ | Вырăна çырса кăтарни | Урарту ячĕ | Ассири ячĕ | Антика ячĕ | Çĕр чавнă вырăнсем |
---|---|---|---|---|---|
Ван кӳлли | Урарту варринчи тăварлă кӳлĕ | ?Арсене | Наири çĕршывĕн тинĕсĕ | «Тоспитис», «Топитис» | |
Ван хули çумĕнчи сăрт | Урарту патшалăхĕн пĕр тĕп хули | Тушпа, | Турушпа, Тушпа | Ван чакăл тăвĕ | |
Ван хули çумĕнчи сăрт | Урарту патшалăхĕн пĕр тĕп хули | Русахинили | Топрах-кале | ||
Мурат (Арацани) | Эрмен сăртлăхĕн пысăк юханшывĕ, Евфратăн юппи | Арзани | «Арзаниас» | ||
Ереван çумĕнчи сăрт | Урартури карман-хула | Эребуни | Арин-Берд | ||
Армавир | Урартури карман-хула | Аргиштихинили | Нор-Армавир | ||
Ереван çумĕнчи сăрт | Урартури карман-хула | Тейшебаини | Кармир-Блур | ||
? (Вырăнне тĕрĕс тупса палăртман) | Урарту тĕн тĕпĕ, Халди туррине кĕл тумалли вырăнĕ | Ардини | Мусасир (Муцацир) |
КультураПравить
ӲнерлĕхПравить
Бронзăллă йĕнĕ, Сардури II çырни курăнать. Кармир-Блур сăрчĕнче тупнă. | Пӳлĕмĕн енне çырнине çĕнетнĕ, Тейшебаини карманĕ | Çунатлă вăкăрăн бронзăллă кĕлетки, урарту патши астулĕн сулахай енне илемлетет, Эрмитаж. Сылтăмми Британи музейĕнче упранать. |
ЧĕлхеПравить
ТĕнПравить
Урарту паллă туррисем.
Ячĕ | Ӳкерчĕкĕ | Символики | Пулса тухни | Чӳкленисен калăпăшĕ |
---|---|---|---|---|
Халди | Çӳлти турă, арăсланпа çыхăннă. | Чăн урарту турри, çурçĕр Ассирире пуç çапнă пулин те. Кĕл вырăнĕ — Мусасир хули. | 17 вăкăр, 34 сурăх. | |
Тейшеба | Тавăлпа вăрçă турри, вăкăрпа çыхăнтарнă. | Кĕçĕн Ази — Тешубăпа тата Месопотами — Адад — туррисемпе çыхăннă. | 6 вăкăр, 12 сурăх. | |
Шивини | Хĕвел турри. Çунатлă лаптак çаврашкапа çыхăннă. | Ассири туррипе — Шамашпа çыхăннă. | 4 вăкăр, 8 сурăх. |
Ял хуçăлăхĕПравить
Çĕр ĕçĕпе сад ăçталăхĕПравить
Тимĕр сенкĕсен юлашки, Ван кӳлли патĕнче тупнă. Тимĕр сошники, Топра-кале археологи ĕçĕсенче тупнă. | Урарту эрех нӳхрепĕ, çĕре чавсв лартнă карассен пуçтарăнать. 1950 çулта Тейшебаини карманăн çерне чавнă чух тупнă. А.П. Булгаков фотоӳкерчĕкĕ. |
Сулахайран сылтăмалла: Урарту текĕрçин (Кармир-Блур) Бронзăллă питлĕхĕ; урарту керамика чӳлмекĕсем («Эребуни» музейĕ); эрешленĕ Йывăç хăми. |
Урарту çарĕПравить
Урарту çапăçу колесница (Часть орнамента боевого бронзового шлема урартского воина эпохи Аргишти I) | Остатки бронзовой кольчуги времён Аргишти I | Бронзăллă çĕлем Сардури II (Обнаружен при раскопках крепости Тейшебаини на Кармир-Блуре) |
Урарту кăнарлăхĕПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ Пиотровский Б. Б. Ван патшалăхĕ (Урарту), Тухăç литературин кăлараканĕ, Мускав, 1959
- ^ Мовсес Хоренаци История Армении, Айастан, Ереван, 1990 ISBN 5-540-01084-1 (Электронная версия)
- ^ Schulz F.E. Mémoire sur le lac de Van et ses environs // Journal Asiatique, Paris, IX, 1840
ВуламаллиПравить
- Пиотровский Б. Б. Ванское царство (Урарту), Издательство Восточной литературы, Москва, 1959
- Меликишвили Г. А. Урартские клинообразные надписи, Издательство АН СССР, Москва, 1960
- Дьяконов И. М. Урартские письма и документы, Издательство АН СССР, Москва-Ленинград 1963
- Липин Л. А. Урарту // Очерки истории Древнего Востока, Государственное учебно-педагогическое издательство министерства просвещения РСФСР, Ленинград 1956
- Арутюнян Н. В. Биайнили (Урарту), Издательство Академии наук Армянской ССР, Ереван, 1970
- Пиотровский Б. Б. Искусство Урарту VIII—VI вв. до н. э., Издательство Государственного Эрмитажа, Ленинград, 1962
КаçăсемПравить
- Электронлă вулавăш «В древнем царстве Урарту» Архивленĕ 18 Раштав уйӑхӗн 2007 çулта.