Унитаз
Унитаз (лат. Unitas — пĕрлелĕх) — туалетсенче лартмалли, çынсен дефекацине автоматла е çурма автоматла системипе ăсталанă, шывпа шăлса/çуса кăларса ямалли санитари-техника хатĕрлĕхĕ. Яланах тенĕ пекех, сантехника керамикинчен тăваççĕ.
Этимологи
тӳрлет«Унитаз» сăмахăн генезисĕн 2 версийĕ:
- 1883 çулта Томас Твайфорд акăлчан туалетăн çĕнĕ модельне — малтанхисем (чашăпа пăрăх-поддон) вырăнне компакт-туалета ăслайланă. Çĕнĕ моделе unitas — пĕрлелĕх — ята панă[1];
- Испан «Unitas» (лат. Unitas — пĕрлелĕх) фирми, вăл çĕр-шыва электрификациленĕ, çаплах 1909 çултанпа унитаз кăларма тытăннă. Çак версие Ушаков сăмахсарĕнче çырнă[2].
Кун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш бачоклă унитаза 1596 çул тĕлнелле сэр Джон Харингтон анкăл I Лисавет арăм патша валли ăсталаса хатĕрленĕ. Хăйĕн ăслайне автор «Аякс» ятне панă, ун пирки тĕппипех «Аякс метаморфозисем» кĕнекинче каласа кăтартнă, кирлĕ материалсене асăннă, хакĕсене палăртнă. Харрингтон унитазĕ питĕ хаклă шутланнă (улттă шиллинг та саккăр пенс), анчах та ватерклозетсемпе уншăн мар, Лондонра шыв ярăшĕпе канализаци пулманнипе анлă усă курман.
Малашнехи 150 çул тăршшипе унитаза ăсталас ĕçре нимĕн те пулман, 1738 çулта кăна клапан мелĕпе шывпа шăлса яракан туалета ăслайланă.
1777 çулта Джозеф Прейзер шывпа çуса яракан бачокпа, клапанпа тата алă авриллĕ унитиза проектленĕ.
1778 çулта Джозеф Брама хуплашкаллă чукун унитазне тунипе шăршă пӳлĕме тухман.
1880-мĕш çулсенче Томас Крэппер, сантехника ăслайĕсен темиçе патента туяннăскер, шыва дозăпа юхтармалли хатĕрлĕхе ăслайланă хыççăн туалет хальхи тĕсе çитнĕ, темелле. Крэппер историе чаплă ăслайçă евĕр çеç мар, тата хăйĕн хушамачĕпе (сленг сăмахĕ crap – чăвашла «пăх»)[3] кĕнĕ тени тĕрĕс мар, меншĕн тесен çак сăмахпа Креппер çуралличченех усă курнă[4].
Конструкци
тӳрлетУнитазăн тĕп пайĕсем — чаша, сливной бачок тата хупăлчăклă тенкел. Бачоксăр унитаз та тĕл пулать, унăн вырăнне çуса яракан кран пур[5].
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Лихачев С. В. Морфологические особенности утилитарного дискурса. // Вестник МГОУ. Серия «Русская филология». № 5 / 2013.
- ^ Толковый словарь русского языка Ушакова. Унитаз(ĕçлемен каçă)
- ^ Выход есть!. // The New Times, 08.09.2008
- ^ Online Etymology Dictionary
- ^ Смывной кран // Краткая энциклопедия домашнего хозяйства. — М.: Государственное Научное издательство «Большая Советская энциклопедия», 1959.
Каçăсем
тӳрлет- Норма докуменчĕсем тата стандартсем
- ГОСТ 21485-94 Бачки смывные и арматура к ним. Общие технические условия 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ГОСТ 30493-96 Изделия санитарные керамические. Типы и основные размеры 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ГОСТ 13449-82 Изделия санитарные керамические. Методы испытаний 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.