Ульянов Николай Дмитриевич (ӳкерçĕ)
Николай Дмитриевич Ульянов (1816, Петербург — 1856, Петербург) — вырăс ӳкерçи, вырăс чĕлхине вĕрентекенĕ тата лексикограф.
Николай Ульянов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ульянов Николай Дмитриевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1816 |
Çуралнă вырăн: | Петербург |
Вилнĕ вăхăт: | 1856 |
Вилнĕ вырăн: | Петербург |
Пăхăнулăх: | Раççей империйĕ |
Биографи
тӳрлет1816 çулта çуралнă. Петербургри сăваплă Петĕр тата сăваплă Анна чиркĕвĕсем çумĕнчи вĕрентевĕшсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. «Русско-немецкого словарь» (СПб., 1841—1843) хатĕрлесе кăларнă. Вырăс чĕлхине вĕренмешкĕн темиçе кĕнеке кăларнă.
1856 çулта çĕре кĕнĕ.
Килйыш
тӳрлет- Йăмăкĕ — Августа Воронова çыравçă.
Пултарулăхĕ
тӳрлетНиколай Ульяновăн «Петербург таврашĕнчи çул» пейзажне П. М. Третьяков сутăн илнĕ, халĕ Третьяков галерейинче упранать[1].
Галерея
тӳрлет-
Петербург таврашĕнчи çул. 1840-мĕш çулсем
Третьяков галерейи -
Çуркунне хулара. 1840-мĕш çулсем
Литература
тӳрлет- Ульянов, Николай Дмитриевич // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Николай Дмитриевич Ульянов (выр.).