Уйăлта чĕлхи
Уйăлта чĕлхи — тунгус-маньчжур ушкăнне кĕрекен чĕлхи. Çухăлакан чĕлхи.
Уйăлтасем — Сахалин облаçĕнче пурăнакан халăхсенчен пĕри. Ку халăх шучĕ 350-360 çын патнелле шутланать пулсан, чĕлхине пĕлекенсен шучĕ 40 çын патнелле кăна — вĕсем те ватă çынсем кăна.
Çырулăхĕ
тӳрлетЧĕлхе хальхи вăхăтчен çыруллăхсăр пулнă, вăл чĕлхепе нимĕнле те литература, вĕренӳ кĕнеки те пичетленмен пулнă. 2008 çулта уйăлта чĕлхиллĕ букварь кăларса тухнă.[1]
Букваре "Сахалин Энерджи" компани кăларма пулăшнă. Кĕнекен тиражĕ — 500 штук. Проекта РĂА чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕ 1993 çултах хатĕрлеме пуçланă. Авторсен ушкăнĕн ертӳçи — Хоккайдо университечĕн хисеплĕ профессорĕ Дзиро Икэгами. Букваре хатĕрленĕ чухне чĕлхене пĕлекен Елена Бибикова, Ирина Федяева, Любовь Китазима тата Минато Сирюко пулăшнă.
Çăлкуçсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Уйăлта чĕлхине тĕпчени
- «Первый букварь для детей уйльта»(ĕçлемен каçă) — Сахалин Энерджи сайтĕнчи хыпар.