Уинслоу Хомер

Уинслоу Хомер (акăл. Winslow Homer, 1836 çул, нарăсăн 24-мĕшĕ, Бостон — 29 авăн 1910, Праутс Нек) — американ ÿнерçи тата ÿкерçи, (Томас Эйкинспа пĕрле) американ чăн пурнăç ÿнерÿ никĕслекенĕ. Ытларах хăйĕн тинĕс сăнарĕсемпе паллă. Çу тата шыв сăррисемпе ĕçленĕ. Тĕпчевçĕсем Хомера XIX-мĕш ĕмĕрти америка ÿнерÿн чи пысăк ăсти тесе шутлаççĕ, американ ÿнерÿн малашри ăрусен аталанăвне сĕм янă.

Уинслоу Хомер
Winslow Homer
Наполеон Сарони căн ÿкерчĕкĕ - 1880
Наполеон Сарони căн ÿкерчĕкĕ - 1880
Çуралнă чухнехи ят: Уинслоу Хомер
Çуралнă вăхăт: 1836 çулхи нарăс, 24
Çуралнă вырăн: Бостон
Вилнĕ вăхăт: 1910 çулхи авăн, 29
Вилнĕ вырăн: Праутс Нек
Гражданлăх: АПШ
Жанр: сăрă ӳнерçи тата ÿкерÿçĕ, тинĕс, çын сăнарĕ ăсти
Стиль: реализм
Викиампарти ĕçсем

Уинслоу Хомер — Америка кун-çулĕнчи чăннипех те халăх ÿнерçи.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Уинслоу Хомер Бостонта 1836-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче вăтам тулăхлă çемьере çуралнă, вĕсен вăхăт-вăхăтран укçа-тĕнкĕрен хĕсĕнме тивнĕ. Ашшăпе амăшĕ иккĕшĕ те, Чарльз Сиведж Хомер асли тата Хенриетта Бенсон Хомер, Çĕнĕ Англин авалхи кил-йышсенчен тухнă. Уинслоу Хомер виçĕ ывăлтан иккĕмĕш пулнă. Вăл ултă çул тултарсан, çемье Кембриджа пурăнма куçнă, кунта унăн ашшĕ лавкка тытнă. Амăшĕ хăй тĕллĕн ÿкерекен ÿнерçĕ пулнă (акварель), вăл ывăлĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пулнă, хăй виличченех (1884-мĕш çулта), ăна вăйлă витĕм хунă.

Курав пухмачĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Randall C. Griffin, Winslow Homer: An American Vision. Phaidon Press, New York, 2006, ISBN 0-7148-3992-2.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет