Уильям Тёрнер
Джозеф Мэллорд Уильям Тёрнер (акăл. Joseph Mallord William Turner, Ака, 23 1775, Ковент-Гарден, Лондон — Раштав, 19 1851, Челси) — британи сăрă ÿнерçи, романтикалла çутçанталăх сăнарçи, акварель тата гравюра ăсти. Франци импрессионисчĕсене хавхалантарнă ÿнерçĕ.
Уильям Тёрнер | |
William Turner | |
![]() Хăйне хăй ÿкерни, 1799 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Джозеф Мэллорд Уильям Тёрнер |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1775 Ака, 23 |
Çуралнă вырăн: | Ковент-Гарден, Лондон, Аслă Британи |
Вилнĕ вăхăт: | 1851, Раштав, 19 |
Вилнĕ вырăн: | Чейни-Уок, Челси, Англи, Британи империйĕ |
Гражданлăх: |
![]() |
Жанр: | историллĕ сăрă ÿнер, тинĕс тата çутçанталăх сăнарĕ |
Вĕренӳ: | Патшалăх ÿнер академийĕ |
Стиль: | романтизм |
Сĕм янă: | импрессионизм, Джон Рёскин |
![]() |
Кун-çулĕПравить
Уильям Тёрнер ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çуралнă — 1775-мĕш ç. Лондон Ковент-Гарден таврашĕнче. Тёрнер хăй 23-мĕш ака тенĕ. Унăн ашшĕ, Уильям Тёрнер, париксем ăсталаканскер пулнă, 70-мĕш çç. вĕçĕнче цирюльня уçнă. 1785-мĕш çулта килти йывăрлăхсене пула (пулас ÿнерçĕн амăшĕ чун чирĕпе аптранă), Джозеф Уильяма Лондон çывăхĕнчи Брентфорда леçнĕ, унта вăл куккăшĕ патĕнче пурăннă.
АсăнуПравить
Мĕн пур хайлавĕсене ÿнерçĕ британи халăхне халалласа хăварнă. (Халĕ вĕсем Лондонри Тейт галереинче упранаççĕ).
2014-мĕш тĕнче киноэкранĕсем çине Майк Ли илемлĕ фильмĕ «Мистер Тёрнер» тухнă, вăл ÿнерçĕ пурнăçĕн юлашки çирĕм çулне уçса кăтартать. Тёрнер рольне Тимоти Сполл актёр вылять.
ĔçĕсемПравить
ВуламаллиПравить
- Уильям Тёрнер / Перевод с английского А. Е. Мосейченко. — М.: ЗАО «БММ», 2007. — 256 с. — 2000 экз. — ISBN 5-88353-278-0.
- С. Дзуффи. Большой атлас живописи. — М.: Олма-Пресс, 2002. — С. 184—185, 242, 244—245, 300. — 431 с. — ISBN 5-224-03922-3.
- П. Акройд. Тернер. — М.: КоЛибри, Азбука-Аттикус, 2012. — 224 с.
КаçăсемПравить
- Жизнь и творчество Джозефа Тернера на сайте Картины Импрессионистов Архивленĕ 25 Ҫу уйӑхӗн 2012 çулта.
- Жиль Делёз и Феликс Гваттари о Тёрнере Архивленĕ 27 Ҫурла уйӑхӗн 2017 çулта.
- более ста картин Тёрнера
- Картины Уильям Тёрнер Архивленĕ 24 Авӑн уйӑхӗн 2015 çулта.