Углов Фёдор Григорьевич
Фёдор Григо́рьевич Угло́в (22.9.1904 — 22.6.2008) — совет тата раççей хирургĕ, çыравçи тата пĕрлĕх ĕçченĕ, медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор. «И. И. Греков ячĕллĕ хирурги хыпарçи» журналăн тĕп редакторĕ (1953—2006).
Фёдор Григорьевич Углов | |||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Uglov.jpg | |||||||||||||||
Çуралнă вырăн: |
Чугуево, Киренск уесĕ, Иркутск кĕперни, Раççей империйĕ | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх сфери: | медицина, хирурги | ||||||||||||||
Ĕç вырăнĕ: | Санкт-Петербургри И. П. Павлов академик ячĕллĕ патшалăх медицина университечĕ | ||||||||||||||
Ăсчах степенĕ: | медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ (1949) | ||||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: |
СССР МĂА академикĕ (1967) РĂМА академикĕ (1991) профессор (1949) | ||||||||||||||
Альма-матер: |
Иркутскри патшалăх медицина университечĕ, Сарăтури патшалăх университечĕ | ||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
СССР МĂА академикĕ (1967; корреспондент-пайташĕ 1955). Ленин премин лауреачĕ (1982). Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. ССКП пайташĕ (1931-па).
Биографи
тӳрлет1904 çулта авăнăн 22-мĕшĕнче Иркутск кĕпернин Киренск уесĕнчи (халĕ Иркутск облаçĕн Киренск районĕ) Чугуево ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Григорий Гаврилович Углов (1870—1927). Амăшĕ — Анастасия Николаевна Углова (хĕр. Бабошина) (1872—1947). Çемьере ултă ача ӳснĕ[1].
Пĕлӳ илни
тӳрлетШкулта çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Киренскри педагогика техникумне пĕлӳпухма кĕнĕ. 1923 çулта Тухăç-Çĕпĕр университечĕ (халĕ Иркутскри патшалăх университечĕ) медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсра Ленинграда кайса килнĕ хыççăн йывăр чирлесе ӳкнĕ: хырăмри тата сыпной тиф вĕрĕлсе кайнă, сепсис, тăнсăр, пурнăçпа вилĕм хушшинче чылай хушă выртнă. Пĕр курсра вĕреннĕ хĕрарăм (хăйĕн пĕчĕк ача пулсан та) амак хыççăн аран утакан çынна пăхма илнĕ. Кайран вĕсем мăшăрланнă.
Пиллĕккĕмĕш курса Сарăту университетне куçнă. Унтах 1929 çулта диплом илсен, Фёдор Григорьевич Анатри Атăл Енри Кисловка салинче (1929), кайран — Абхаз АССР кĕнĕ Гальского районĕнчи Отобая салинче (1930—1933) тата Ленинградри Мечников ячĕллĕ пульницире (1931—1933) вырăнти тухтăр вырăнĕнче тăрăшнă. 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи коллективизаци саманинче кулаксене хирĕç кĕрешнĕ[2].
Професси карьери
тӳрлетИинтернатурăна вĕçлесен Киренскре шыв çинче ĕçлекенсен пульницинче тĕп тухтăр тата хирурги уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ (1933—1937)[3].
Çемье
тӳрлетИккĕ хутчен авланнă[1]. Пĕрремĕш арăмĕ — Вера Михайловна (хĕр. Трофимова), гинеколог. 1926 çултьа мăшăрланнă, университетре пĕр группăра вĕреннĕ. Виçĕ хĕр — Татьяна, Эдита тата Елена (2011 вил.).
Иккĕмĕш арăмĕ — Эмилия Викторовна Углова-Стрельцова (14.08.1936 çур.), медицина ăслăхĕсен кандидачĕ. 1964 çулта мăшăрланнă. Ывăлĕ — Григорий Фёдорович Углов (10.6.1970), дирижёр, Герцен ячĕллĕ РППУ аслă вĕрентӳçи.
Фёдор Угловăн пурăннă чухнех 9 мăнука, 9 кĕçĕн мăнука, 2 мăнук мăнука курнă.[3]
Çав. пекех
тӳрлет- Кардиолог Николай Амосов
- Академик Фёдор Углов (пуйăс)
Комментарисем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 telegraph (акăлч.). The Telegraph (25/06/2008). — Fyodor Uglov's orbituary. çăлкуçран архивланă 11 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 17 Авӑн уйӑхӗн 2011.
- ^ Фёдор Углов: Только Трезвая Россия станет великой! 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1 тата 2 Биография Ф. Г. Углова, СБНТ
Литература
тӳрлет- Зубцовский В. Н. Углов Федор Григорьевич // Большая медицинская энциклопедия: В 30 томах / Тĕп редактор Б. В. Петровский. — 3-е издание. — М.: Советская энциклопедия, 1985. — Т. 26. Углекислые воды — Хлор. — 150000 экз.
Каçăсем
тӳрлет- Ф. Г. Угловăн официаллă мар сайчĕ 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ф. Г. Угловăн официаллă мар сайчĕн тĕкĕрĕ 2014 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
Шаблон:«И. И. Греков ячĕллĕ хирурги хыпарçи» журналăн тĕп редакторĕсем