Тюильри (сад)
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Тюильри (сад) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
Тюильри пахчи — Париж хула варринче вырнаҫнӑ халӑх канмалли парк, 1-мӗш округра вырнаҫнӑ, Килӗшӳ тӳремӗпе Риволипе Лувр урамӗсем тата Сена хушшинчи лаптӑка йышӑнать; 25,5 га йышӑнать, унӑн тӑршшӗ — 920 м, сарлакӑшӗ — 325 м.
Ӗлӗк-авал ун ҫумӗнче Тюильри керменӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра парк — Франци стилӗпе тунӑ чи пӗлтерӗшлӗ те чи ватӑ парк.
Истори
тӳрлетЭтимологи
тӳрлетXV ӗмӗрте кӑна кунта Лувр карманӗн хӳмисем хыҫӗнчи хула хӗрри пулнӑ — халӑх кунта ҫӳп-ҫап пӑрахнӑ, чӗренче (хрантсусла tuile, «тюиль») тума тӑм кӑларнӑ, — ҫакӑнтан Тюильри ят пулнӑ та.
Екатерина Медичи паркӗ
тӳрлетПӗрремӗш парка 1561 ҫулта Екатерина Медичи хушнипе тума тытӑннӑ, ӑна хула тулашӗнчи ҫӗнӗ кермен кирлӗ пулса кайнӑ. Медичи пурӑннӑ вӑхӑтра Тюильри керменне туса ҫитереймен (укҫа-тенкӗ ҫитменнипе унӑн тӑррине те витмен), вӑл хулан крепость стени тулашӗнче, тӑмран кӑларакан карьерсемпе хула тулашӗнчи темиҫе чаплӑ ҫурт хушшинче вырнаҫнӑ. Керменпе юнашар тӗрлӗ пайсенчен тӑракан сад йӗркеленӗ пулнӑ: тем пысӑкӑш газонсем, орнаментлӑ садсем, пахча, тем пысӑкӑш хӑмла пахчи, тата ыт. те. Парка итальянсен стилӗпе йӗркеленӗ: сад вӑрӑмӑшӗпе 6 аллея, унӑн анлӑшӗпе тепӗр 8.
Парка патша майри уҫӑлса ҫӳремешкӗн тата канмашкӑн тунӑ. Тӗп вырӑнта алӑпа ятарласа ӑсталанӑ грот пулнӑ, ӑна Бернар Палисси фонтанпа, ракушкӑсемлӗ тата эмальпе сӑрланӑ тинӗс чӗрчунӗсен тӑм кӳлеписемпе илемлетнӗ.
Медичи паркӗ XVI ӗмӗр вӗҫӗчченех упранса юлнӑ, тӗн вӑрҫисем вӑхӑтӗнче кӑна ӑна тӗппипех пӗтернӗ теме пулать. IV Генрих парка юсаса ҫӗнетнӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна саманапа килӗшӳллӗ тунӑ: паркӑн ҫурҫӗр хӗррипе пурҫӑн хуртне ӗрчетмешкӗн пурҫӑн хурт йывӑҫҫине чылай лартнӑ, ҫак йӑлана аталантарас тӗлӗшпе Францире патша хӑй тӑрӑшнӑ.
Ленотр паркӗ
тӳрлет100 ҫул иртсен, 1664 ҫулта, XIV Людовик патша хушнипе Кольбер Ленотра (унӑн аслашшӗ Медичи паркне тунӑ чухне пулӑшнӑ пулнӑ) парка ҫӗнӗрен планлама хушать. Ленотра Хӗвел-Патша ыйтнипе тунӑ парксен йышӗнче вӑл пӗрремӗшӗ пулнӑ. Ленотр паркӗ — геометрин пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗ. Пӗтӗм лаптӑк ҫирӗп йӗркене пӑхӑнать: паркӑн аялти шайӗнче лутра самшит йывӑҫҫисене лартнӑ, вӗсен хыҫӗнче (керментен пӑхсан) пысӑк ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем хӳме пек тухса тӑраҫҫӗ. Парк периметрӗпе вырнаҫнӑ ҫӳллӗ террасӑсем ӑна ют ҫын куҫӗсенчен хӳтӗлеҫҫӗ, апла пулин те кунтан Париж хула хӗррин хӗвеланӑҫ енне (вӑл вӑхӑтра унта уйсем пулнӑ) курма пулать.
Паркӑн кӑнтӑр енӗ Сена енне тухать, унта патшан пӗр кӗтӳ акӑш пур. Паркӑн анӑҫ енче Килӗшӳ тӳремӗ ҫук-ха, Ленотр унта таҫта ҫити тӑсӑлакан (Шайо сӑрчӗ таранах) аллея тӑвать, вӑл парк ҫумӗнчи уя — каярахпа ҫак аллея Елисей уйӗ пулса тӑрать — ҫурмаран пайлать.
Ленотр паркӗ 150 ҫул хушшинче пӗр улшӑнмасӑр тӑнӑ. Пысӑках мар улшӑнусем пулнӑ пулин те — XV Людовик вӑхӑтӗнче аллейӑсен сӑнӗ улшӑннӑ, Революци вӑхӑтӗнче чечексем вырӑнне газон сарнӑ, Марли паркӗнчен кӳлепесене куҫарса килнӗ (хальхи вӑхӑтра вӗсенчен чылайӑшӗ Луврта вырнаҫнӑ) — ҫаксем пурте паркӑн тулаш аспектне кӑна улӑштарнӑ, вӗсем Ленотр палӑртнӑ тӗп шухӑша улӑштарман.
Хула паркӗ
тӳрлетXVII ӗмӗртех парк «ҫыравҫӑ-журналистсем» валли уҫӑлать. Паркра патша ҫывӑхӗнчи ҫынсен уявсем иртеҫҫӗ (юлашки 1867 ҫулта иртнӗ), халӑх уҫӑлса ҫӳрет (1794 ҫулта Робеспьер вӑхӑтӗнче Аслӑ Существо уявӗ иртет) тата ытти паллӑ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ (1783 ҫулта пӗрремӗш монгольфьера хӑпартаҫҫӗ, 1900 ҫулта Франци мэрӗсен банкечӗ иртет, 1989 ҫулта Франци революцийӗ 200 ҫул тултарнине уявлаҫҫӗ).
Патшалӑха Луи-Филипп ертсе пынӑ вӑхӑтра Ленотр паркӗн пӗр пайне ҫӗмӗрсе тӑкса унта Тюильри керменне йышӑнакан суверенӑн харпӑр паркне тӑваҫҫӗ. Ҫак пая ахаль халӑх лекме пултаракан паркран решеткеллӗ хӳмепе картланӑ пулнӑ — III Наполеон вӑхӑтӗнче хӳмене пӗтӗмпех улӑштарнӑ пулин те, унсӑр пуҫне каярах ӑна йӑлт аркатнӑ пулин те, паркра халӗ те Луи-Филипп хӳми вырнаҫнӑ канавӑн йӗрне асӑрхама пулать.
Паркӑн паллӑ вырӑнӗсем
тӳрлетКӳлепесем
тӳрлетСадра паллӑ ӑстасем мрамортан тата бронзӑран тунӑ кӳлепесен пуххи вырнаҫнӑ. Францин наци ӳнер ассоциацийӗн тата тӗрлӗ музейсен фончӗсенчи скульптурӑсене курма пулать. Хӑш-пӗр ӗҫсем платан катисенче е пӗвесен шыв ҫийӗ ҫинче те вырнаҫнӑ. Чи малтанхи кӳлепесене XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче вырнаҫтарнӑ, хальтерехрисене — XX ӗмӗр вӗҫӗнче (ҫав шутра Джузеппе Пенонен «Arbre des voyelles» ятли те пур).
Йывӑҫсем
тӳрлетПахчара «пӗлтерӗшлӗ йывӑҫ» статуслӑ чылай йывӑҫ (вӗсене ятарлӑ кӑтартмӑшсемпе палӑртнӑ) лартса тухнӑ, ҫавӑн пекех клумбӑсенче тӗрлӗ йышши чечек нумай.
Бассейнсем
тӳрлетТӗп бассейнӑн хурми сакӑр кӗтеслӗ, ҫавна май хрантсусла ҫырнӑ кӑтартусенче ӑна «октагон» (хр. bassin octogonal) тесе палӑртаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
тӳрлет- Тюильри (кермен)
- «Тюильрири мусӑк» — Эдуард Мане картини
- «Кураври картинӑсем» — М.П. Мусоргскийӗн фортепиано пьесисен ярӑмӗ (3№. «Тюильри пахчи. Вӑйӑ хыҫҫӑнчи ача-пӑча хирӗҫӗвӗ»)
Асӑрхаттарусем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Guillaume Fonkenell. Les trois vies du jardin de Tuileries // Grande Galerie. Le Journal du Louvre. — 2009. — № 8. — С. 68—69.