Тухăç галиндсем
Тухăç галиндсем, Голядьсем (ав.-выр. Голѧдь), — балт чĕлхеллĕ йăх. Вырăс çыравçисем çырса хăварнă тăрăх вĕсем XI — XII ĕмĕрсем хушшинче Протва юханшывĕн çӳлти юхăмĕн таврашĕнче, вятичсемпе кривичсен çĕрĕсем хушшинче пурăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлетВĕсене чи малтанхи хут 1058 çулта асăннă. Вырăс çыравçисем çырса хăварнă тăрăх 1147 çулта Чернигов кнеçĕ Святослав Ольгович вĕсем çине харçăпа кайнă. XII ĕмĕр вĕçĕ тĕлне вĕсем славян йăхĕсемпе пăтрашăнса пĕтнĕ (ытларах енĕпе вятичсемпе).
Тухăç галиндсен асслашĕсем галиндсем пулнă пулас, вĕсем Балтиçумра пурăннă. Галиндцсене II ĕмĕрте Клавдий Птолемей асăнать. Вĕсемех Тухăç Проссинчи Мазур кӳллисем çывăхĕнчи Галлинди тăрăхне ят панă пулас.
Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕн Дмитров районĕнче Голяди ятлă ял пур.
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Седов В.В., Голядь 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Карта расселения народов Европы в IX веке.УНПК Орловский Государственный Технический Университет 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.