Тутар пушхирĕ
«Тута́р пушхирĕ» (итал. Il deserto dei Tartari) — Дино Буццати итал çыравçин 1940 çулта пичетленĕ пĕтĕм тĕнчипе паллă тĕп кĕнеки. 1976 çулта кĕнеке тăрăх Валерио Дзурлини итал режиссёрĕ пĕр ятлă фильм ӳнерленĕ.
Тутар пушхирĕ | |
Il deserto dei Tartari | |
Жанр: | роман |
---|---|
Автор: | Дино Буццати |
Тăван чĕлхи: | итал |
Пичетленĕ: | 1940 |
Куçару: | Фридэнга Михайловна Двин |
Романа кафка йăли-йĕркипе, элеатсем тата Кафка пĕрмаях ускурнă пĕр вĕçĕмсĕр тăсса пырас меслетпе хайланă. Кафкăн сăрă атмосфери тата пусаракан нимшухăшсăрлăхĕ йăлăхтарать пулсан, «Тутар пушхирĕнче» вара çиçĕнсе кайни сисĕнет, анчах çакă çав тери мăнăçлă çапăçу пуçланасса пĕлтерет, хăратать те, кĕттерет те...
Роман страницисенче вулакансене Дино Буццати авалхи çăлкуç — эпос — патне туртать. Пушхир ĕнтĕ — пурăнăç та, символ та. Вăл вĕçĕ-хĕррисĕр, кунта паттăра хăйăр пĕрчи пек нумай урта кĕтет.
Сюжет
тӳрлетРоман сюжетне пурнăçа кĕтекен шухăш çинче никĕсленĕ. Тĕп паттăрĕ, çамрăк офицер Джованни Дрого, хăй кирлине кăтартмашкăн аякри форпоста çул тытать. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче пушхир хĕррин лешьенĕнче пурăнакан тутар уртисем тапăнса килессе кĕтет. Темиçе çул иртсен Дрого вăхăта сая янине ăнланса илет. Унăн тахçанхи тусĕсем çав хушăра çемьеленнĕ, ачасене çуратса ӳстернĕ, пурнăçпа иленнĕ. Унăн вара, хĕсметри юлташĕсен пархатарлăхĕсĕр пуçне, нимĕн те çук. Юнашар короллĕхпе вăрçăна вĕçлесен, ватăлнă Дрого чире кĕрсе ӳкет, вара ăна карманри çĕнĕ комендант хĕсметрен хăтарать. Дрого киле таврăнать, хăна çуртĕнче тăр-пĕччен вилĕме кĕтсе илет.
Вырăсла кăларăм
тӳрлетВырăсла Фридэнга Михайловна Двин куçарнă, 1989 çулта пичетрен тухнă.
- Буццати Д. Избранное: Сборник: Пер. с итал. / Составл. и предисл. Р. Хлодовского. — М.: Радуга, 1989. — 424 с. (Мастера современной прозы)