Турă тупăкĕ
Турă тупăкĕ е Таса тупăк (грек Αγιος Τάφος) — христиан тĕнчин таса çирĕпчĕкĕ, чуллă сăртри тупăк; çак тупукра, Евангелире çырнипе, Иисус Христоса пăталаса вĕлернĕ хыççăн пытарнă, виççĕмĕш кунне вăл чĕрĕлнĕ. Тупăк Иерусалимри Христос Чĕрĕлӳ храмĕн тĕп алтарĕ шутланать.
Йăла йĕркипе тупăк хула хӳми тулашĕнче, Иерусалимран çурçĕр-анăçалла, Голгофăран инçе мар, вырнаçнă пулнă. IV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ун çийĕн Турă Тупăкĕн Храмĕн Кувуклине хăпартнă.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Гроб Господень (статья в открытой православной энциклопедии Древо)
- Holy Sepulchre (Святая Гробница) (статья в Католической энциклопедии)