Тубон саккунĕ
Тубон саккунĕ (фр. Loi Toubon (тулли официаллă ячĕ — франци чĕлхипе усă курмалли 1994 çулхи çурла, 4 94-665 №-лĕ саккун) — пуҫалу тĕп документчĕсенче, ĕç вырăнĕнче, таварсене маркăланă чухне, коммерци контракчĕсенче, ĕç коммуникацисенче франци чĕлхипе усă курма хушакан франци пуҫалӑвӑн саккунĕ. Саккуна ĕç-пуçĕ тетелпе электронлă хыпар хатĕрĕсене, харпăр тата коммерциллӗ мар структурăсене сарӑлмасть. Саккуна акăлчан чĕлхи франци этем пĕрлĕхне хĕссе пынипе килĕшмен франци интеллигенцийĕ, уйрăмах Франци академийĕ, йыхравĕпе йышăннă.
Саккунăн кулăш суя ячĕ — «Оллгуд саккунĕ», loi Allgood (Toubon хушамачĕн, tout + bon — «пурĕ + лайăх» — евĕр акăлчанла куçарăвĕ).
Тĕплĕнрех
тӳрлетСаккун хайлавҫи — Франци этеплĕх министерствин консервативлă министрĕ Жак Тубон. Саккуна хапăлласа йышăнман, британипе американ прессинче хăй майлă ăнлантарса çырнă
Тубон саккунне франци чĕлхи сахалрахăшсемшĕн сиенлĕ пулнишĕн тиркеççĕ. Саккунпа килĕшӳллĕ, франци чĕлхипе мар вĕрентекен шкулсене патшалăх укçапа тивĕçтермест. Çакăнпа та çак саккун бретонь, провансаль тата урăх чĕлхесемпе калаçма чăрмав политики тĕлĕ пулса тăрать.