Тискер мăян
Тискер мăян[1] (лат. Atriplex fera) — ӳсентăрансен Амарант йышшисем (Amaranthaceae) йышри мăян (Atriplex) ретри тĕсĕ. Унăн малтанхи ятне, Spinacia fera L.Шаблон:Basionym тенине, швед систематикĕ Карл Линней палăртнă; Александр Андреевич Бунге 1880-мĕш çулта мăян ретне куçарнă[2][3].
Чăваш халăхĕн кулленхи чĕлхинче «мăян» çав тери анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри шутланать. Çав мăхăтрах мăянăн тĕсĕсем те пайтах. Час-часах мăян, суя мăян, шурă мăян, хура мăян, чăваш мăян, вырăс мăян тата урăхла та каланисене илтме пулать. Вĕсене пурне те ботаника тĕлĕшĕнчи специалистсен йĕркене кĕртсе майлаштарас пулать.
Суя мăян тата мăян тенисене илес пулсан вара, кунта ÿсентăрансен генеалоги енчен çывăх, анчах тĕрлĕ таксонсемпе çыхăннă пĕрлĕхĕсем пирки сăмах пырать.
Асăннă ÿсентăрансем пурте тенĕ пекех çумкурăк пулнăран, ахаль хресчене çавнашкал уйрăмлăхсене пĕлни кирлех те мар темелле. Анчах та хăшпĕрисем çиме юрăхлă шутланаççĕ. Вĕсене, çавна кура, çиме юрахсăррисенчен уйăрма пĕлни кирлĕ. Çакă уйрăмах выçлăх çулĕсенче (1921, 1922 тата ытти те) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Atriplex fera: информация о таксоне в проекте «Плантариум» (определителе растений и иллюстрированном атласе видов).
- ^ Atriplex fera (L.) Bunge — The Plant List 2019 ҫулхи Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Tropicos | Name - Atriplex fera (L.) Bunge
Литература
тӳрлет- Atriplex // Ботанический словарь / сост. Н. И. Анненков. — СПб.: Тип. Имп. АН, 1878.
- Атриплекс // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.