Техас Республики (юхăм)

Техас РеспубликиАПШри Техасăн ирĕклĕхне çĕнтерсе илесшĕн тăрăшакан сепаратистсен юхăмĕ. Сепаратистсен шухăшĕпе, Техас Республикине саккуна пăсса 1845 çулта Пĕрлешĕннĕ Штатсем аннексиленĕ те халĕ патшалăх вĕсен оккупаци айĕнче пурнать. АПШ официаллă влаçĕсем сепаратлă «патшалăха» йышăнмаççĕ.

Юхăма хутшăнакансем хăйсен ертӳлĕхне, суд системине тата право сыхлакан органсене йĕркеленĕ Унсăр пуçне, вĕсем АПШ правительствине хирĕçле «Техасăн ырлăх-пуянлăхне аркатнăшăн» суд тавăçĕсене пуçарнă.

Сепаратистсене американ влаçĕсем йĕксĕк ĕçлев йĕркеленĕшĕн айăпланă. 1997 çулта сепаратистсен базине (ун чухне «Техас Республикин АПШ-ри элчи» Ричард Макларен ертсе пынă ушкăн заложниксене ярса илнĕ) полиципе ФБР вайĕсем Форт-Дэвис хулинче хупăрласа илнĕ. Макларен штурм тунă чухне хĕçпăшалпа хирĕç тăрассипе хăратнă. Влаçсем нумай çынна пĕтернĕ «Давид турачĕ» сектăн вырăнне штурмлани пек тепре пуласран шикленнĕ. Хупăрлав пĕр эрне тăсăлать, вара Макларена тата унăн майлисене аресленĕ[1].

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Сепаратистсен сайчĕсем тӳрлет