Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Терци пăхăр.

Те́рци (исп. tercio) — Европăра XVI ĕмĕртиXVII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи çапăçусенче хăйне лайăх кăтартнă Габсбургсен Испани Империйĕн тактикăри виçи.

Терци: варринче пикинёрсем каре туса тăнă; кĕтессенче — перевçĕсен отрячĕсем
Маттеус Мериан Аслин гравюри

Терцире çар ăрачĕн çак тĕсĕсем — пикинёрсем, хĕçлисем тата аркебузирсем тата/е мушкетёрсем — кĕнĕ. Вăрçă теорипе, терци йышĕнче 3000 салтак кирлĕ пулнă, практикăра ĕнтĕ çурри патнелле кăна пуçтарăннă. Испан терцисем Европăри тактикăра пĕрремĕш виçесем шутланнă, терцисене йĕркери дисциплинăна питĕ лайăх пĕлекен, хатĕрленнĕ профессионалсем хăйсен ирĕкепех кĕнĕ. Хăш чухне терцие испансен каре тенĕ. Рокруа патĕнчи çапăçуччен терцие никам та çĕнтереймен.

Истори

тӳрлет

Терцие пĕрремĕш хут Гонсало Фернандес де Кордова Итал вăрçисенче, тара илнĕ швейцар çарĕсемпе франс рыцăрĕсене (жандармсене) хирĕçле тăмашкăн ускурнă.

Литература

тӳрлет
  • Ражнев В. В. История боевого фехтования.

Иллюстрацисем

тӳрлет