Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Темтепĕрлев (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Темтепĕрлев» — 1769 çултанпа, II Екатерина астулра ларнă чухне вырăсла тухнă литература-ӳнерĕн сатира журналĕ.

Темтепĕрлев
Всякая всячина
Специализаци: сатира журналĕ
Кăларăм тапхăрлăхĕ: эрнери
Чĕлхе: вырăс
Тĕп редакторĕ: Екатерина II
Кăларакан (патшалăх): Екатерина II (Раççей империйĕ)
Тираж: 1500

Истори тӳрлет

1769 çултанпа пичетлесе кăларнă. Кăлараканĕ — Г. В. Козицкий, императрица секретарĕ. Номерсене шкул тетрачĕн çурри пысăкăш листасенчен пуçтарнă. Пĕрремĕш кăларăмĕн тиражĕ 1692 экземпляра çитнĕ, малашнехи вуниккĕшĕ 1500 экземпляр тиражпе тухнă, кайран вара 1000 çити ӳкнĕ, юлашки 6 номерне 600-шер çеç экземпляр пичетленĕ. 1769 çулта 52 хутчен тухнă, унсăр пуçне 1770 çулта «Темтепĕрлев барышекĕ» ятпа хушма кăларăм кун çути курнă.

Пурнăçра тĕл пулакан çитменлĕхсене журнал «йăл-кулу» стилĕпе сатирăланă, пайăр çынсене тата Раççейри патшалăх тата социум йĕркелĕшĕн çитменлĕхĕсене тăрăхлама юраман. Императрица шухăш-кăмăлне ырлса, Николай Новикова тата унăн кăларăвăшĕсене сивленĕ. Журнал ĕç-пуçне А. О. Аблесимов, Н. Ф. Берг, И. П. Елагин, Г. В. Козицкий, А. П. Сумароков, граф А. П. Шувалов, А. В. Храповицкий, Н. И. Титова, çаплах императрица хăйĕ те, хутшăннă.

Рубрикăсем тӳрлет

«Господин сочинитель!», «Притча», «Решение задачи», «Мой вздор обращен к истине одной», «Дурные шутки», «Хорошие шутки», «Государь мой!»[çăлкуç?].

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет