Текумсе конфедерацийĕ

Текумсе конфедерацийĕ (акăл. Tecumseh's Confederacy) — XIX - мĕш ĕмĕрте АПШн ĕлĕххи çурçĕр-хĕвеланăçри чăмăртаннă темиçе индей йăхĕсен пĕрлешĕвĕ.

Тенскватава, Ч.Б.Kинг ĕçĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

Гринвилль килĕшĕвĕ хыççăн ĕлĕххи çурçĕр-хĕвеланăç индей йăхĕсем хăйсен çĕрĕсене пăрахса тухса кайма пуçланă. Чылайăшсем майами çĕрĕсенче, пĕр-пĕринпе хутшăнса пĕрле пурăнма пуçланă.

1805 çулта Лалаветика ятлă шауни йăх çынĕ пĕлтерĕшлĕ тĕлĕк курнă, ун хыççăн хăйĕн ятне Тенскватава çине куçарнă. Тенскватаван пиччĕшĕ шауни йăхĕн хисеплĕ çарпуçĕ Текумсе пулнă, вăл индей йăхĕсене пĕрлештерсе АПШн хĕвеланăç экспансине чарма шутланă. Çĕнĕ тĕн вĕрентĕвĕ йăхсен хушшинчи вăрçăсене чарма тата шурă çынсемпе хутшăнма пăрахма чĕннĕ. Тенскватава çыннисем темиçе индейсене, тухату тунă тата американсемпе пĕр шутлă тесе айăпласа вĕлернĕ.

Пур индей ертÿçисем АПШ-пе хирĕç пĕр шутлă пулман, вĕсен хушшинче шауни ертÿçи Хура Чĕрне Текумсене американсемпе вăрçă ан пултăр тесе Текумсене урăх çĕрсене кайма ыйтса хистенĕ.

 
Хура Чĕрне, Ч.Б.Kинг ĕçĕ

Потаватоми йăхĕн пуçлăхĕ Уинамак Тенскватавапа, Текумсене хăйсен çыннисемпе хăйсен хальхи Индиана штатĕнчи çурçĕр-хĕвеланăçри çĕрĕсене пурăнма чĕннĕ. Тенскватава килĕшнĕ те Уобаш тата Типпекану юханшывсен юппинчен çывăх Профетстаун е Пророк Хули туса лартнă. Пророкăн мухтавлă ячĕ ун патне çĕнĕ çынсене туртăнтарнă. Индей конфедерацин аслă çарпуçĕ Текумсе пулса тăнă. Конфедерацине: шауни, делавар, потаватоми, фокс, сауки, кикапу, веа, майами, оттава, пианкашо, минго, сенека, оджибве, чикамога-чероки тата вайандот йăхĕсем кĕнĕ. Текумсе çарĕнче пĕтĕмпе 3000 яхăн çарçын пулнă.

1811 çулхи чÿк уйăхĕн пуçĕнче Уильям Гаррисон 1200 салтакпа халăхран пуçтарнă çарĕпе Профетстаун, Тенскватава пророк хули çине кайнă.

 
Уильям Гаррисон Рембрандт Пил ĕçĕ

Цивилизациллĕ пилĕк йăх пайташĕсемпе тĕлпулăва кайнă май, шауни аслă çарпуçĕ шăллĕне американсемпе çапăçăва кĕме чарнă, анчах индей çарçынни Профетстаун çывăхĕнче вырнаçнă шурă çынсем çине тапăннă. Индейсем тапăнни американсене валли çапăçуна кĕмелли сăлтав пулнă. Тенскватава, Текумсе хăйĕнпе юнашар пулман пирки, йывăр суйлав умне лекнĕ — е тапăнмалла, е американсемпе тăнăçу килешĕвне кĕмелле. Вара индейсем АПШ çарне тапăнма шутланă.

1811 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Типпекану патĕнчи çапăçу пулса иртнĕ, американсем çĕнтернĕ, Профетстаун хулине çунтарса янă. Тенскватава хăйĕн нумай çыннисене çухатнă, Текумсе конфедерацийĕ вара хăйĕн малтанхи вăйне кĕреймен.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет