Танлăхсен тытăмĕ

Танлăхсен тытăмĕ — темиçе танлăх пĕр харăс пурнăçланмаллине палăртакан малсăлтав.

Формаллĕн ку ак çапла çырăнма пултарать:

Фигурăлла хăлăпка тупсăм кашни танлăха пырса тивмеллине пĕлтерет.

Танлăхсен тытăмĕн тупсăмĕ тесе кашни танлăха паллă мар капсен вырăнне лартнă хисепсен майлашуллă йышне калаççĕ, енчен те ун пек чухне танлăх çавахлăха çаврăнать пулсан.

Каçăсем

тӳрлет