Таланцев Зиновий Михайлович

Зино́вий Миха́йлович Тала́нцев (1868—1929) — раççей усламçи тата меценачĕ; 1909-па — 1-мĕш гильдири чулхула купси, «Братья Таланцевы» сутă-илӳ çурчĕн пĕрйĕркелевçи, пĕрлĕхпе политика ĕçченĕ, Хисеплĕ гражданин (1891)[1].
Зиновий Михайлович Таланцев | |
Фото | |
Çуралнă вăхăт: | 1868, çĕртме, 30 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Хусан кĕперни, Раççей империйĕ |
Гражданлăх: |
![]() |
Пăхăнулăх: |
![]() |
Вилнĕ вăхăт: | 1929, пуш, 9 |
Вилнĕ вырăн: | Чулхула, СССР |
Ашшĕ: | Михаил Михайлович |
Амăшĕ: | Софья Ивановна |
Арăм: | Александра Арсеньевна |
Ачасем: | Дмитрий, Татьяна, Юрий, Ирина |
Парнесемпе чыславсем: |
БиографиПравить
1868 çулта çĕртмен 30-мĕшĕнче Етĕрне çумĕнчи Янибяково кил йăвинче купса çемьинче çуралнă. Ашшĕ - Михаил Михайлович тата амăшĕ - Софья Ивановна Таланцевсем, çемьере виççĕмĕш ача пулнă, пиччĕшĕсем - Николай тата Михаил.
Уес училищинче пĕлӳ илсен Хусанти 3-мĕш гимназире кĕмĕл медале тивĕçсе вĕренсе тухнă. 1886 çулта Мускаври Çĕрпе вăрман ĕçĕн Петĕр академине вĕренме кĕнĕ. 1887 çулта студентсен пухăвĕсене хутшăннăшăн академирен кăларса янă. Вара Таланцев икĕ çул Берлинри аслă çĕр ĕç шкулĕнче (академире) пĕлӳ пухнă — унта вăл химие Ландольт профессор патĕнче вереннĕ[2], çакăн хыççăн киле таврăннă. 1890 çулта Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та тепĕр икĕ çултан революци шухăшлă студентсемпе туслă пулнăшăн каллех кăларса янă. 1896 çулта, авланнăскер ĕнтĕ, Таланцев каллех Хусан университетĕнче химик профессине алла илет.
Ăслăх ĕçĕсемПравить
- Таланцев З. М. Олифоварение и приготовление сиккативов / З. М. Таланцев, препод. Н.-Новгородск. хим. ин-та ; Бюро съездов маслобойной промышленности. — М: 1924.
- Таланцев З. М. Технология жиров и масел : В 2 ч. / З. М. Таланцев, препод. Нижегородск. гос. ун-та ; Всерос. синдикат маслобойной промышленности «Расмаслосиндикат». — М: 1925—1926.
ЧысланиПравить
- 3-мĕш степеньлĕ Сăваплă Станислав орденĕ (1915).
АсăнмалăхПравить
- З. М. Таланцев бюстне Етĕрнере, Майăн пĕрремĕшĕпе Комсомол урамĕсем каçăлса кайнă çĕртре лартнă[3].
АсăрхавсемПравить
- ^ Шаблон:Cite web 2
- ^ Калинин А., Ведерникова Л. Инициатор Нижегородского Городского Народного Университета Зиновий Михайлович Таланцев (1888—1929) // Нижегородский университет. — 2005. — № 9 (2034).
- ^ Братьев Таланцевых в Ядрине помнят, чтят и открывают в их честь памятники
КаçăсемПравить
- ТАЛАНЦЕВ Зиновий Михайлович Архивленĕ 8 Юпа уйӑхӗн 2019 çулта.
- Таланцевы