Тĕслĕхле ĕскер
Тĕслĕхле ĕскер — уйăн классикăлла теорийĕнчи тĕп концепцисенчен пĕри, унăн электро капламĕ çав тери пĕчĕк (электромагнитла уя пăхнă чухне), е масси çав тери пĕчĕк (гравитацилле уя пăхнă чухне), çавна кура тулашри уя çителĕклĕн витĕм кÿреймест.
Çавăн пекех тĕслĕхле ĕскерĕн хапи, пăхса тухакан талккăшсемпе танлаштарсан, пĕчĕк тесе шутлаççĕ. Çавна кура ăна пăнчă пек пăхма пулать.
Уйсене теорилле пăхса тухнă чухне абстракци пулса тăрать. Физикăлла экспериментсенче усă куракан чăн тĕслĕхле ĕçкерсем — «идеалла» тĕслĕхле ĕскер патне çывхартнисем.
Тĕслĕхле тата массăллă е электро капламлă ĕскере тивекен вăй пирки пĕлсе гравитацилле уйăн хиврелĕхĕн е электро уйăн хиврелехĕн енĕсене тата векторĕсен модулĕсене виçме пулать:
Вуламалли
тӳрлет- Сивухин Д. В. Общий курс физики. Т. I. Механика. — Изд. 4-е, стереотипное. — М.: ФИЗМАТЛИТ, Изд-во МФТИ, 2004. — 576 с.