Тĕнче правительстви
Çак статья кавар теорийĕ пирки. Тархасшăн, статьяна кунта мĕнпур çырни ăнланмалла пултăр тесе хатĕрлесе кĕртĕр.
|
Тĕнче правительстви —
- кавар теорин тĕп терминĕсенчен пĕри, Çĕр çинче пулса иртекен, «çĕнĕ тĕнче йĕрки» еннелле илсе каякан тĕп пулăмсене йĕркелесе тăракан тĕнчери пысăк корпорацисен харпăрçисен пĕчĕк ушкăн пайташĕсене пĕлтерет.
- планета йывăр ыйтăвĕсене татса памалли, Европа пĕрлешĕвĕ евĕр, тĕнче кун-çулĕн хăш самантĕнче кирлĕ правительство çийĕнчи тытăмĕн политика концепцийĕ.
Вăрттăн тĕнче правительстви
тӳрлетТĕрле авторсем вăрттăн тĕнче правительстви масонсенчен пулса тухна теççĕ.[1] Александр Зиновьев шухăшĕпе, «Российская Федерация сегодня» журнала, N 18, 2000, каласа кăтартнинче:
«…Существует не мировое правительство, наподобие правительств отдельных стран, а мировое сверхобщество. В него уже входят от 50 до 80 миллионов человек, десятки тысяч мировых экономических империй, некоммерческих предприятий, СМИ и т. д. У него своя структура, своя пирамида, своя иерархия. Вот оно и управляет планетой. США суть метрополия этого сверхобщества. Оно имеет представителей по всему свету. Одной Россией занимаются многие тысячи экспертов. На самом верху есть, конечно, небольшой круг лично знакомых людей, определяющих общую стратегию. Это не значит, что они где-то постоянно заседают и думают. Они вообще могут не заседать и не думать. Их средства управления — детально разработанная и апробированная система манипулирования массами, народами, правительствами…» В верхушку этой системы составляет 300 самых богатых и влиятельных семей и кланов.
Вăрттăн тĕнче правительстви теорин тĕп шухăшĕ — ылтăн миллиард принцĕпе туса хунă этем пĕрлĕхĕ. Çак шухăшпа, çакăн пек «ылтăн миллиарда» аслă гильдисен пайташĕсем тата чи «тивĕçлĕ тата аталаннă» нацисем кĕреççĕ. Урăх нацисен (африкансен, азиатсен) хура ĕç тума, çĕр айĕнчи минералсене кăларма, инфраструктурăн хĕсмет ĕçсене тыса пыма çеç тивĕç пур. Çак «усăллă пайĕ» пĕр миллиард çурă шутланать, пурăнакан ытти халăхĕ (4 млрд. ытла), теорие ĕненекенсен шухăшĕпе, «ытларахăш» пулнипе ăна алкоголь, чĕлĕм, наркăмăш, тĕрлĕ эпидеми (сысна гриппĕ, атипичлă пневмони, кайăк гриппĕ, СПИД) тата вăрçă-харçă кăларса пĕтереççĕ.
«Тĕнче правительстви» пирки, ыттисем пекех, Н.Е. Марков çырнă «Войны тёмных сил» тата Джон Колеман хайланă «Комитет 300» кĕнекисенче каласа кăтартнă. Пĕрремĕш кĕнекинче тĕнче правительствин кун-çулне, XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчен пуçласа . Иккĕмĕш кĕнекере «тĕнче правительстви» тытăмĕн XX ĕмĕрти конспирологи теорине ăнлантарса панă.
Хăш чухне вăрттăн тĕнче правительствине тĕнчери финансă институчĕсемпе çыхланса пĕтĕрĕнсе кайнă теççĕ.[2]
Тĕрлĕ патшалăхсен инфраструктурине алла илес тĕллевне Йоханнесбургри 2002 çулхи саммитра пĕлтернĕ.[3]